Ăна эпĕ темиçе çул каялла Етĕрне хулинче ял хуçалăх ĕçченĕсен канашлăвĕ умĕн курнăччĕ. Районти ал ĕç ăстисем тĕрлесе-эрешлесе, йывăçран касса, ытти енĕпе майлаштарнă япалисене хăнасене кăтартма илсе пынăччĕ. Янăм ялĕнчи Алексей Ятрушев пĕр пăтасăр пуçтарнă Успени чиркĕвĕн макетне куракан уйрăмах йышлăччĕ.
Аллăмра - «Призвание - фотограф» альбом. Ăна пирĕн ентеш, Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Челябинск хулинче пурăнакан, Раççейри чи паллă фотограф Сергей Васильев пухса хатĕрленĕ.