«Манăн муттик хиртех выртнă»

2 Юпа, 2014

Сергей Кузьмичев урхамахшăн вăхăтне те, вăй-халне те шеллемест

«Лаша - чир вăл. Юратрăн тăк ăна - ĕмĕрĕпех чун ун патнелле туртать. Çакă - киленĕç те, пурнăç та», - тет йăл кулса Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте пурăнакан Сергей Кузьмичев. Сергей Николаевичăн килти хушма хуçалăхĕнче 4 лаша. Виççĕшĕ хуçалăхри ĕçсене тума пулăшаканĕсем. Комбинатор урхамахĕпе вара кил хуçи чупусене - ăмăртусене хутшăнать. 2400 метра чупса виçĕм çул Шăмăршăра - пĕрремĕш, пĕлтĕр Чĕмпĕрте иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çак кунсенче вара Хусантан çĕнтерÿпе таврăннă. Çил пек хăвăрт Комбинатор хăйĕнчен никама та ирттермен. Сăмах май, Комбинатора Сергей Николаевичăн ашшĕ те шутсăр кăмăллать. 75 çула хыçа хăварнăскер халĕ те лаша утланса çула тухма хатĕр. Çав вăхăтрах хăй те ватлăх çулĕсене пăхмасăрах Машук ятлă лаша усрать. «Эпĕ лашасене мĕн ачаран юрататăп. Ас тăватăп-ха: çулла, Патăрьелти хĕвеллĕ уçланкăра ярмăркка иртетчĕ. Эпĕ унччен икĕ кун маларах хире кайса кăшмана мутиклеттĕмччĕ. Хам вара мĕнле те пулин лашасем чупнине кайса курасчĕ теттĕм. 25 çухрăмра вырнаçнă Патăрьелне мĕнпе те пулин ларса тухаттăмччĕ. Уçланкăна урхамахсене курассишĕн кăна каяттăмччĕ. Вĕсем чупнине пăхаттăм та тăван яла вĕçтереттĕм. Тÿрех хире çул тытаттăм. Çитеттĕм те ĕçлеме пикенеттĕм. Эпĕ юртă /чупакан/ лашасене 3-4 çул каялла кăна усрама пуçларăм, мĕншĕн тесен вĕсемшĕн вăхăт чылай уйăрмалла. Малтанах ура çине тăрас, çурт-йĕр çавăрас тенĕ. Унтан ачасене - пирĕн виçĕ хĕр - çитĕнтермелле пулнă. Халĕ вĕсем йăваран вĕçсе тухрĕç ĕнтĕ. Кăçал ав мăшăрăмпа иксĕмĕрех юлтăмăр. Çавăнпа кăшт кăна чун ыйтнă пек хамшăн пурăнасшăн. Паллах, мăшăрăм хушăран: «Эсĕ лашана манран та ытларах юрататăн», - тесе мăкăртатса илет. Маларах манăн Адмирал ятлă лаша пулнă. Комбинатора вара Патăрьелте пурăнакан Николай Пыркинран туянтăм. Ăна вăл Мускавранах илсе килнĕ. Коля - манăн вĕрентекен. Вăл мана пур ăмăртăва та чĕнет. Комбинатор - вырăс ăрачĕллĕ урхамах. Тур лаша питĕ хаклă, ут хатĕрĕсем те йÿнĕ мар. Тĕрĕссипе, арăм та пĕлмест унăн хакне. Ăна унăн умĕнче калама юрамасть», - шÿтлерĕ çемье пуçĕ мăшăрĕ Лариса çывхарнине асăрхаса. «Ут усрани пĕр енчен лайăх - вăхăтлăха арăмран тухса тарма пулать. Атту, ялан килте пулсан пĕр-пĕринчен ывăнатпăр та-и? Комбинаторпа эпĕ кашни кун хирте тренировка ирттеретĕп. 15 çухрăм таранччен чупатпăр. Тунти кун - уншăн кану кунĕ. Хĕлле хире кĕме çук, путать, çавăнпа вăрмана каятпăр», - пĕлтерет Сергей Николаевич. «Арăмпа лаша тытаканăн канлĕх çук», - тесе ахальтен каламан пулĕ. Юратнă урхамахне ачаран та лайăхрах пăхать вăл. «Ăна ирсерен 4-5 татăк сахăр, пĕр апат кашăкĕ пыл паратăп тата кашни кун - чĕрĕ 5 çăмарта /уйăхра - 155, çулталăка 1860 çăмарта кирлĕ. Авт./, кăнтăрла сĕлĕ е урпа пăтти пĕçерсе çитеретĕп. Урисем çирĕп пулччăр тесе унта шурă пурă, типĕтнĕ сĕт яратăп. Кишĕрпе те сăйлатăп. Паллах, ирĕн-каçăн та типĕ сĕлĕ паратăп. Утă та умĕнчен татăлмасть», - каласа парать Сергей Николаевич. «Пĕрремĕш вырăнта - атте, иккĕмĕшĕнче - хăна, виççĕмĕшĕнче вара урхамах», - тенĕ лашана сĕре юратакан арабсем. Тутарсем те çак выльăха питĕ хисеплени паллă. Сергей Кузьмичевпа çур сехет калаçнă хыççăн акă мĕн ăнлантăм: чăваш арçынĕ те лашана шутсăр юратать, уншăн вăл вăхăтне те, вăй-халне те шеллемест.

Сергей Кузьмичев Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. 27 çул ĕнтĕ вăрман хуçалăхĕнче вăй хурать. Маларах Киря поселокĕнче лесникре, мастерта ĕçленĕ. Халĕ - Пăлапуç Пашьел вăрман хуçалăхĕн мастерĕ. Çапла: вăрманçă та, çут çанталăк тусĕ те, спортсмен та вăл. «Çил çунатлă ут тытма кайăк чĕреллĕ çын кирлĕ», - тесе чăвашсем ахальтен каламан ĕнтĕ. Çитес вăхăтрах Комбинаторпа унăн хуçи тепĕр ăмăртăва хутшăнĕç, эпĕ вĕсене ăнăçупа телей сунатăп.

 

Роза ВЛАСОВА.

Андрей МИХАЙЛОВ

сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.