Бюджет укçине хапсăннă
КРИМ

Вырăнти судăн Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă Денис Николаев тĕлĕшпе палăртнă приговорĕ вăя кĕчĕ.

Суд Денис Николаев служба полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнă, «Все для дома» УК директорĕ Константин Семенов тата «СТМ» ООО директорĕ Иван Федоров ултав çулĕ çине тăнă пирки пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пăнчă лартрĕ. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - 2011 çулта асăннă управляющи компани Çĕрпÿри Терешкова урамĕнчи пурăнмалли нумай хваттерлĕ 16, 18, 20-мĕш çуртсене тĕпрен юсамалли уçă конкурсра çĕнтернĕ тесе йышăннă. Кайран Семенов директор асăннă ĕçсене пурнăçлама Федоровпа подряд килĕшĕвĕ тунă.

Ĕçсене пурнăçланă хыççăн саккасçăпа подрядчик калаçса татăлса тивĕçлĕ актсене райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне панă. Ĕçсен калăпăшне 10,7 млн яхăн тесе палăртнă. Чăннипе çуртсене юсассине туллин пурнăçламаннине виççĕшĕ те лайăх пĕлнĕ.

Строительствăпа техника экспертизи çирĕплетнĕ тăрăх - пурнăçланă ĕçсен чăн хакĕ 8,4 млн яхăн тенкĕлĕх çеç пулнă. Ытлашши кăтартса çырни - 2,265 млн ытла тенкĕлĕх.

Николаевпа Семенов следстви вăхăтĕнче те, судра та хăйсен айăпне йышăнман. Анчах малтанхи следстви пухнă материалсем çине таянса патшалăх айăплавçи çак ушкăн патшалăх укçине вăрланине ĕнентерсе пама пултарнă.

Унсăр пуçне Николаев тĕлĕшпе тепĕр айăплав та тăратнă. Ăна республикăн çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программипе килĕшÿллĕн саккуна пăсса укçа илнĕшĕн айăпланă. Çамрăк çемьесене шута илессине, черете тытса пырассине райадминистрацин строительство, экономика тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн пайĕ пурнăçлать. Çак подразделени пуçлăхĕ вара - шăпах район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ. Николаев района бюджет укçи килсен хăйне пăхăнса тăракана ун умĕн черетре тăракан çамрăк çемьене пĕлтерме хушман. Çапла майпа служба полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курса 2010 çулта социаллă тÿлевпе усă курмалли свидетельствăна хăй черетсĕр илнĕ.

Уголовлă ĕçе тĕпе хурса район прокуратури унран социаллă тÿлевпе шайлашуллă укçа - 464 пин тенкĕ ытларах - шыраса илме тавăç тăратрĕ. Ăна тивĕçтернĕ.

Суд Николаев должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнин икĕ саманчĕшĕн тата службăри ултавшăн айăплине çирĕплетрĕ. Ăна условнăй майпа 2 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăнчĕ. Çийĕнчен - 70 пин тенкĕлĕх штраф. Çавăн пекех унăн 2 çул патшалăх службинчи тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи должноçсенче ĕçлеме юрамасть. Семеновпа Федоров тĕлĕшпе амнисти акчĕпе усă курнă.

А.ПУШКИН,

Çĕрпÿ районĕн прокурорĕн

аслă пулăшуçи

А.ПУШКИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.