Комментари хушас

Ăна эпĕ темиçе çул каялла Етĕрне хулинче ял хуçалăх ĕçченĕсен канашлăвĕ умĕн курнăччĕ. Районти ал ĕç ăстисем тĕрлесе-эрешлесе, йывăçран касса, ытти енĕпе майлаштарнă япалисене хăнасене кăтартма илсе пынăччĕ. Янăм ялĕнчи Алексей Ятрушев пĕр пăтасăр пуçтарнă Успени чиркĕвĕн макетне куракан уйрăмах йышлăччĕ. Тыткалама çепĕç те илĕртÿллĕ ывăс, шкатулка темĕн чухлехчĕ. Çавăн чухне манăн хăйĕнпе тĕл пулса пултарулăхĕпе çывăхрах паллашас кăмăл çуралчĕ.

Профессийĕпе йывăçа каскаласа чун кĕртес киленÿрен аякра тăрать вăл. Вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх пединститучĕн музыка факультетне пĕтернĕ. Пĕр хушă шкулта ĕçленĕ. Çав вăхăтрах çамрăка романтика илĕртнĕ. Пурăнма Çĕнĕ Шупашкара куçнă. Кунта вăл пачах урăх профессипе ĕçлеме тытăннă. Пушар чаçĕн инспекторĕ пулса тăнă, ăна тÿрех лейтенант званийĕ панă. Кунта музыка енĕпе çут çанталăк панă талантне сÿнтерме вуçех шухăшламан. Пултарулăх ушкăнĕнче малалла туптанă çеç.

Çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе Нина Егоровнăпа икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Пиччĕшĕ те, шăллĕ те Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслă пурнăçланă, çарта пĕри тинĕс пехотинче хĕсметре тăнă, тепри связист пулнă.

Ашшĕн илемлĕх тĕнчине кăмăллас туртăмĕ аслă ывăлне куçнă. Вăл ача чухнех ÿкерме юратнă, ятарлă шкулта пĕлÿ илнĕ. Унăн картинисем халĕ кил-çурта илем кÿреççĕ.

Алексей Степановичăн йывăçа каскалас туртăмĕ вăй илсех пынă. Пĕррехинче «Наука и жизнь» журналта интереслĕ схема-чертеж асăрханă. Уçма тата хупма пысăк вăрттăнлăх упракан пĕчĕк арчана унăн питĕ ăсталас килнĕ.

- 500 ытла турăм ăна. Нумайăшне туссене парнелерĕм. Хăшĕ-пĕри пирус хума усă курать, тепри - урăх япала. Франципе Германире, Аслă Британипе Америкăра та пур. Вĕсене манăн ĕç питĕ килĕшнĕ, - тет Алексей Ятрушев.

Ял шкулне Андрей Афанасьев директор чĕннипе 2 çул каялла АПШран Джозеф Кинг хăнана килнĕ, ачасене ăсталăх класĕ кăтартнă. Ăста 2-3 сехетрех улмуççирен ăмăрт кайăк кÿлепи калăпланă. Унăн ĕçĕ шкулта паха экспонат вырăнĕнче халĕ те упранать.

Алексей Степановичпа Нина Егоровна тивĕçлĕ канăва тухсан ачисене хулари хваттерĕнче хăварса пурăнма яла куçнă. Кил хуçи пушă вăхăтра чун йăпатмăш иленĕвĕпе ытларах киленме тытăннă.

- Манăн асатте те, атте те таврари ялсенче хисеплекен платник-столяр пулнă. Çурт-йĕре илем кÿме, пÿрт çамки çавăрма пулăшнă, - тет Алексей Ятрушев. - Ĕлккенне курма, асăмра тытса юлма пултарасси мана вĕсенчен куçнă пулĕ. Алла çăка хăми, пĕр-пĕр ĕç хатĕрĕ тытмасан кун ахаль иртнĕн туйăнать.

- Аллине пăсмасть вăл. Паллă артист сăнарĕсене те калăплама мехел çитерет. Ăна кура эпĕ те вĕтĕ шăрçапа ÿкерчĕксем тума вĕрентĕм, - кăмăллă Нина Егоровна. - Ялти çынсем киле пырса чĕнеççĕ. Пĕри алăк тутарасшăн, тепри - чÿрече хашакĕ. Итлет, каять, кашнинех пулăшать. Унăн алли перĕнмен кил-çурт ялта çуках пулĕ. Ырă кăмăлĕшĕн, ылтăн аллишĕн çынсем тав туса пĕтереймеççĕ.

 

В.ВАЛЕНТИНОВ

В.ВАЛЕНТИНОВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.