Хыпар

1 Çĕртме, 2020

Тÿлев палăртмалла мар

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура хăй темиçе эрне каялла хушу панине аса илтерчĕ: çурт таврашĕ çук çĕр лаптăкĕсенчен тата никам та пурăнман çуртсенчен йăлари хытă каяша турттарса тухнăшăн тÿлев палăртассине пăрахăçламалла. «Çак ыйтăва федераци органĕсенче те сÿтсе яваççĕ», — терĕ вăл.

1 Çĕртме, 2020

Чăваш Ен юбилее паллă тума хатĕрленет

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа йĕркелеме палăртнă мероприятисенчен хăшне-пĕрне коронавирус пандемине пула пăрахăçлама тивет, пĕр пайне урăх майпа ирттересшĕн. Вĕсен тепĕр пайне çурла уйăхĕнче, Хула кунне паллă тунă вăхăтра, йĕркелесшĕн. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура Алла Салаева вице-премьер пĕлтерчĕ.

1 Çĕртме, 2020

Кӑшавӑшсем юсаса ҫӗнетнӗ вулавӑша ҫӳрӗҫ

"Культура" наци проектне пурнӑҫланӑ май Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял вулавӑшӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.

"ЮСТ" тулли мар яваплӑ организаци тӑрӑшнипе урайне пысӑк пахалӑхлӑ линолеум сарнӑ, электрохатӗрсене улӑштарнӑ, "Армстронг" мачча вырнаҫтарнӑ. Библиотекӑн зал стенисене тата пусмине Хусанти "Дисплей-АРТ" компани хатӗрленӗ дизайн-проектпа килӗшӳллӗн ҫутӑ тӗссемпе сӑрланӑ.

1 Çĕртме, 2020

Парад кунĕнче кантарĕç

Çĕртмен 24-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра канмалли кун тесе йышăннă. Кун пек Указа Раççей Президенчĕ Владимир Путин çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче алă пуснă. Кансан та ĕç укçи тÿлĕç.

Коронавируса пула кăçал Çĕнтерÿ кунне çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче анлăн уявлама мйа килмерĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă Çĕнтерÿ парадне Раççейри хуласенче çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче 10 сехетре ирттерме палăртнă. Каçхине, 22 сехетре, хăватлă артиллери салючĕ янăрĕ.

1 Çĕртме, 2020

Олег Николаев Çĕрпÿ хулинче пулчĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев Çĕрпÿ хулинче пулчĕ. Вăл малтан 240 ача валли туса лартнă çĕнĕ садикпе паллашрĕ. Унтан Биологин тасатакан сооруженипе кăсăкланчĕ.

Pages