Хыпар

29 Çу, 2020

Республикăра 82 йĕкĕреш çуралнă

Ача — çемье телейĕ. Унăн сассипе кил-çурт тулать. Çемьере харăсах икĕ пепке кун çути курни ашшĕ-амăшне тата телейлĕрех тăвать.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 82 йĕкĕреш çуралнă: 52-шĕ — Шупашкарта, 6-шĕ — Канашра, Элĕк, Вăрнар, Куславкка, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче — 2-шер, Улатăрпа Çĕнĕ Шупашкарта — 4-шар.

2019 çулта Чăваш Енре 239 йĕкĕрешпе 6 виçĕреш кун çути курнă. Палăртса хăварар, кăçал республикăра 4454 ача çуралнă. Вĕсенчен 2280-шĕ — арçын ача, 2174-шĕ — хĕрача.

29 Çу, 2020

Аварире икĕ çын вилнĕ

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнче пĕр арçын пахчара мотоблок урапи айне лексе икĕ урине те суранлатнă. Тӳрех васкавлă медицина пулăшăвĕн машинине чĕннĕ. Медиксем арçынна вăхăтлăх пулăшу парса травмпункта илсе çитернĕ. Арçын эрех ĕçнине тунман, çакна унăн çăварĕнчен кĕрекен эрех шăрши те çирĕплетнĕ.

29 Çу, 2020

Çул-йĕр юсаççĕ

Тăвай районĕнче çул-йĕре юсаса çĕнетме тытăннă. Çак ĕçе «Канашский ДРСУ» пĕрлешӳ пурнăçлать. Асфальт çул çинчи шăтăк-путăка вĕри асфальтпа, битум хутăшĕпе тултараççĕ.

Çывăх вăхăтра «Аниш-Нӳшкасси-Тăрăн, «Аниш»-Çăлпуç тата Тăвай-Чутей çулсене йĕркене кĕртмелле. Юсав ĕçĕсене 3 бригадăна, 3 ятарлă техникăна явăçтарнă.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем

28 Çу, 2020

Чăваш Енре «Читаем вместе - Пĕрле вулатпăр» поэзи фестивалĕ иртĕ

Ачасене хӳтĕлемелли тата Раççей кунĕсене халалласа Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки «Читаем вместе - Пĕрле вулатпăр» виртуаллă поэзи фестивальне хутшăнма чĕнет. Çак мероприяти тĕллевĕ — Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ национальноçсен поэтика ӳкерчĕкне хатĕрлесси.

28 Çу, 2020

Çĕмĕрлесене пляжпа тивĕçтерĕç

Паян ЧР Пуçлăxĕн тивĕçĕceне вăxăтлăx пурнăçлакан Олег Николаев Çĕмĕрле районĕнче халăха пăшăрхантаракан ыйтусене тишкерчĕ.  Унпа пĕрле  Чăваш Республикин строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев, Чăваш Республикин гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Шигашев, Çĕмĕрле хулин пуçлăхĕ Сергей Яргунин пулчĕç. 

Pages