Комментари хушас

28 Çу, 2020

Чăваш Енре «Читаем вместе - Пĕрле вулатпăр» поэзи фестивалĕ иртĕ

Ачасене хӳтĕлемелли тата Раççей кунĕсене халалласа Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки «Читаем вместе - Пĕрле вулатпăр» виртуаллă поэзи фестивальне хутшăнма чĕнет. Çак мероприяти тĕллевĕ — Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ национальноçсен поэтика ӳкерчĕкне хатĕрлесси.

Чăваш Енре 128 тĕрлĕ наци çынни тĕл пулать: чăвашсемпе вырăссем, тутарсем, ирçесемпе мăкшăсем, белоруссемпе еврейсем, çармăссем, пушкăртсем, Кавказ халăхĕсем тата ыттисем. Пурте пĕр-пĕринпе туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ.

Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки Чăваш Ен ачисене çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланакан «Читаем вместе - Пӗрле вулатпӑр» поэзи фестивальне хутшăнма йыхравлать.

Фестивале хутшăнакансен килĕшекен сăвва тăван чĕлхепе янăраттарса видеоролик хатĕрлемелле, #Перле—вулатпар хештегпа социаллă сетьсенче хăйсен е Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекин страницине вырнаçтармалла.

Поэзи фестивальне Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун пушкăртсен пултаруллă та çамрăк çыравçи Айгиз Баймухаметов уçĕ.

Фестиваль çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕччен пырĕ.

www.hypar.ru Culture.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: