«Химпром» пĕрлĕх çĕнелӳ çулĕ çине тăнă. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче кунта антрахинон меслечĕпе хатĕрлекен водород перекиçĕн производствин строительствине пуçланă.
Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн реконструкцине те 2006 çултах пуçланă. Малтанхи тапхăрта федераци укçи-тенкипе 50 метрлă бассейна, çăмăл атлетика манежне юсанă. Халĕ кунта реконструкци ĕçĕсем çĕнĕрен пуçланнă.
Республикăра çивĕч ыйту сахал мар. Вĕсене татса памалли çул-йĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев муниципалитетсенчи лару-тăрупа паллашнă хыççăн палăртать.
Юлашки ҫулсенче республикӑра сӑвӑс нумайланчӗ. Вӑрмансен ҫывӑхӗнче пурӑнакансен пушшех те асӑрханмалла.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 25-31-мӗшӗсенче сӑвӑс ӳте тӑрӑннине пула медицина организацийӗсене 33 ҫын пынӑ. Ҫав шутра - 18 ача. Пӗлтӗр вара ку тапхӑрта 126 ҫын медицина пулӑшӑвӗ ыйтма пынӑ.