Олимп резервӗсен шкулӗнче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ

4 Çĕртме, 2020

Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн реконструкцине те 2006 çултах пуçланă. Малтанхи тапхăрта федераци укçи-тенкипе 50 метрлă бассейна, çăмăл атлетика манежне юсанă. Халĕ кунта реконструкци ĕçĕсем çĕнĕрен пуçланнă.

Спорт шкулĕн директорĕ Борис Атаманов пĕлтернĕ тăрăх, çитес вăхăтра сĕтел çи теннис, ирĕклĕ кĕрешӳ, бокс, волейбол залĕсене реконструкцилемелле. Çавăн пекех çуртăн тулаш стенисен сăн-сăпачĕ улшăнĕ, шыв, ăшă, электроснабжени, пушар сигнализацийĕн тытăмĕсене, лифтсене ылмаштарма палăртнă. «Химпром» пĕрлĕх патне илсе пыракан çула тăвасси те паян тухса тăнă ыйту мар. Халĕ ăна республика ертÿçи Олег Николаев хушнипе татса параççĕ.

Хула çыннисем ырă улшăнусене асăрханă та ĕнтĕ. Подрядчик яваплăха туйса ĕçленĕ, строительствăна палăртнă вăхăтран маларах та вĕçленĕ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас