Субсиди парассине пĕлтерсен питĕ савăнтăмăр
Владимир Павлов, Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпỹрт ялĕ:
- Ялта ĕне-выльăх шăпах тупăш çăлкуçĕ шутланать. Унчченсенче пĕр ĕне çеç тытнă, халĕ витере 7-8 пуçран кая пулса курман. Кулленех патшалăха сĕт сутатпăр, çапла майпа çемье бюджетне укçа кĕртетпĕр. Анчах пăхман выльăхран продукци илейместĕн, çакна шута илсе утă-улăм тата ытти апат та нумай кирлĕ. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тесе ахальтен каламан.