Хыпар

15 Çĕртме, 2020

Кадет шкулне вĕренме йышăнаççĕ

Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕ 6-мĕш, 8-мĕш, 10-мĕш классене вĕренме кĕрес кăмăллисене пухать.

Чăваш кадет корпусĕнче пĕтĕмĕшле тĕп тата вăтам пĕлÿ паракан программăсемпе вĕрентеççĕ. Çав вăхăтрах çар е патшалăх служби валли хатĕрлекен программăсем те пур.

Кадет пулас ĕмĕтлисен вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзамен тытмалла, физкультура тата психологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕслев витĕр тухмалла.

15 Çĕртме, 2020

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ ĕçрен кайнă

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников ĕçрен «хăйĕн ирĕкĕпе» кайнă. Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Депутатсен районти пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта виçĕ ыйту пăхса тухнă. Вĕсем пурте район администрацийĕн пуçлăхĕпе çыхăннăскерсем пулнă.

Район администрацийĕнче хыпарланă тăрăх, пуçлăхăн тивĕçне вăхăтлăха Владимир Мустаев пурнăçлĕ. Вăл – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ.

14 Çĕртме, 2020

Ялта ĕне усракан кашни çемье хĕпĕртенĕ

Альбина КУЗЬМИНА, Канаш районĕнчи Яманкасси ялĕнче виçĕ ĕне усракан:
Килти хушма хуçалăх тытакансене сăвакан ĕнесене усранипе пулакан тăкаксене субсиди парса саплаштараççĕ тенине ирпе сĕт пама тухса илтсе кĕтĕм. Куншăн, чăнласах та, ялта ĕне усракан кашни çемье хĕпĕртенĕ.

13 Çĕртме, 2020

Ял çыннишĕн курăмлă пулăшу пулĕ

Ирина Петрова, Вăрнар районĕнчи Хирпуç ялĕ, 37 çулта:

Эпĕ Çĕрпелти ветеринари участокĕнче ĕçлетĕп, мăшăрăм – «Победа» кооперативра. Килти хушма хуçалăха аталантарассипе тĕллевлĕ тăрăшма та вăхăт тупатпăр: мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 6 пуç тытатпăр, çав шутра – 3 ĕне. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни çемье бюджетне пысăклатать, паллах. Анчах та хальхи вăхăтра сĕт хакĕ йÿнĕ пулни пăшăрхантарать.

11 Çĕртме, 2020

Етӗрне районӗн ҫыннине пулӑ тытнӑшӑн айӑпланӑ

Етӗрне районӗн прокуратури вырӑнта пурӑнаканӑн айӑплавне пӑхса тухнӑ.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче пулӑ тытма юраман тапхӑр пирки пӗлсех 62 ҫулти арҫын Сӑр юхан шывӗ патне ҫитнӗ. Унӑн сӗрекине лекнӗ пулӑсен шутӗнче темиҫе тӗрлӗ тӗс те пур. Пурлӑх тӑкакӗ 7 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Pages