Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ куна мĕнле паллă тăвăпăр?
Кĕтнĕ эпир çак куна. Çичĕ çул каялла Раççей Президенчĕ ятарлă хушу кăларсах хатĕрленме пуçланă. Çакнашкал самант ĕмĕрте пĕрре килет. Çавăнпа тĕплĕн, тĕрлĕ енлĕн хатĕрленме пуçланăччĕ. Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче мероприятисен марафонĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлнăччĕ те. Пурнăçăн хăйĕн саккунĕсем, тем те сиксе тухма пултарать. Çапла пулчĕ те. Çавăнпа ĕç-пуçа çĕнĕлле йĕркелесе яма тиврĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшне — Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ куна — мĕнле паллă тăвăпăр-ха?