Комментари хушас

22 Çĕртме, 2020

Çурçĕр Кавказран таврăннă

Çак кунсенче Чăваш Ене Çурçĕр Кавказра службăра пулнă йĕрке хуралçисен пĕр ушкăнĕ таврăннă. Вĕсене ЧР шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков кĕтсе илнĕ, тăван тăрăха ăнăçлă çитнĕ ятпа саламланă. Службăра палăрнă ĕçченсене полицин генерал-майорĕ ведомствăн наградисемпе тата грамотисемпе чысланă.

ЧР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби хыпарланă тăрăх, халĕ таврăннă ушкăн унчченхи евĕр 6 уйăх мар, 8 уйăх службăра тăнă.

Сăмах май, маларах асăннă региона çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче пирĕн тăрăхри йĕрке хуралçисен пĕр ушкăнĕ тухса кайнă (хыпар айĕнчи сăн ÿкерчĕксенче). Çула тухиччен вĕсем Муркаш районĕнчи обсерваторта икĕ эрне карантинта пулнă. Пакунлисене ăсатма пачăшкă та хутшăннă.

www.hypar.ru 21.мвд.рф сăн ÿкерчĕкĕ.