«Тÿрĕ лини» уçăмлатĕ

22 Çĕртме, 2020

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче «тÿрĕ лини» ирттерĕ. Ăна вăл РФ Президенчĕн Чăваш Енри общество йышăнăвĕн пÿлĕмĕнче йĕркелĕ.

Çав кун 15 сехетрен пуçласа 17 сехетчен 8 /8352\ 39-36-81 телефон номерĕпе шăнкăравлама май килĕ. Консультацие 8 /8352\ 62-90-44 номерпе шăнкăравласа маларах та çырăнма юрать. Ыйтусене 21press—rosreestr@mail.ru адреспа та йышăнĕç.

«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче çĕр тавлашăвĕпе, пурлăха харпăрлăха куçарассипе çыхăннă чылай саманта уçăмлатĕç.

www.hypar.ru Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ ярса панă сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас