Хыпар

22 Çĕртме, 2020

Раççей реккорчĕсен кĕнекине лекнĕ

Шупашкарти «Классика» юрă капелли Раççей рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ. Вăл «МУЗЫКАПОБЕДЫ.РФ» пĕтĕм тĕнчери онлайн-марафона хутшăннă. Ăна Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă. «День Победы» юрра пысăк йышпа шăрантарса Раççей рекордне лекес тесе тĕрлĕ çулхисемпе тĕрлĕ йышлă коллективсем юрлама пултарнă.

21 Çĕртме, 2020

Сасăлав хăрушсăрлăхĕшĕн

Раççейре çĕршывăн Тĕп саккунне — РФ Конституцине — кĕртнĕ улшăнусене ырлассипе çыхăннă ыйтусем тăрăх сасăлава хутшăнасси пирки заявленисем йышăнма пуçланă. Çапла туни çынсене хăй пурăнакан вырăн тулашĕнчен кирек ăçтан та сасăлама май парать.

19 Çĕртме, 2020

Сасăлав çывхарать

РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлава хăйсем регистрациленнĕ вырăнта мар, урăх çĕрте хутшăнас текенсенчен заявлени çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕччен 14 сехетчен çеç йышăнаççĕ. Çакăн пирки ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков паян видеоконференцçыхăну мелĕпе иртнĕ брифингра пĕлтерчĕ.

19 Çĕртме, 2020

Медицина ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламларĕҫ

Паян ЧР Правительство ҫуртĕнче ВКС мелĕпе шурӑ халатлисене ҫывхарса килекен Медицина ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламларĕҫ.

Аса илтеретпĕр: сывлӑх хуралĕнче ĕҫлекенсен кунне ҫулсеренех ҫĕртме уйӑхĕн виҫҫĕмĕш канмалли кунĕнче уявлаҫҫĕ. ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн сывлӑх сыхлавĕнчи надзор службин пуҫлӑхĕ Алла Самойлова, ЧР сывлӑх сыхлавĕн министрĕ Владиир Степанов,"Пĕрле" фончĕн попечительсен канашĕн ертӳҫи Вячеслав Александров саламларĕҫ.

19 Çĕртме, 2020

Пĕчĕк академин пысăк ĕçĕсем

Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхтăлăх пурнăçлакан Олег Николаев Раççей Халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕн йыхравĕпе «Патшалăх управленийĕн пĕчĕк академийĕ» проекта пурнăçа кĕртнĕ май социаллă проектсен хÿтĕлевне видео-çыхăну майĕпе хутшăннă.

Pages