Хыпар

29 Çĕртме, 2020

Уртаракан чир тупăннă

Муркаш районĕнчи Çĕлеменкасси ялĕнче выльăх-чĕрлĕхе уртаракан чир тупса палăртнă. Ç ĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче çавна май ялта карантин тесе йышăннă. Ку йышăнăва республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев алă пуснă. Çĕлеменкассинчи карантин вăхăчĕ чире асăрханă хыççăн икĕ уйăха пырĕ.

Вырăнти Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Денис Кириллов çак йĕркесен авторне пĕлтернĕ тăрăх, Çĕлеменкассинчи пĕр çемье ăратлă икĕ йытă çури туяннă. Вĕсенчен пĕри вилсен экспертиза тутарнă. Анчăк урнă чирпе чирлени палăрнă.

29 Çĕртме, 2020

Ултă çĕрте газ пăрăхĕ сарĕç

Кăçал пирĕн республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ултă вырăнта газ пăрăхĕ сарма палăртнă. Вăл 16 километр тăршшĕ ытла пулĕ. Ĕçе «Газпром газораспределение Шупашкар» акционерсен обществи «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха модернизацилесси тата аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçлĕ. Строительство валли предприяти 32 миллиона яхăн тенкĕ уйăрĕ.

29 Çĕртме, 2020

Вуланакан кĕнекене суйлаççĕ

Чăваш Ен Наци библиотеки пĕр ĕмĕрти чи вуланакан кĕнекене палăртма сасăлав йĕркеленĕ. Çĕнтерÿçĕ-кĕнеке ятне кăçалхи юпа уйăхĕнче пĕлĕпĕр.

«Литературăллă Чăваш Ен: çĕр çуллăхри чи вуланакан кĕнеке» ята илессишĕн ирттерекен референдума 100 кĕнеке хутшăнать. Хальлĕхе малти пилĕк вырăна Александр Артемьевăн «Салампи», Константин Ивановăн «Нарспи», Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра», Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакка сарлака», Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» хайлавĕсем лекнĕ.

29 Çĕртме, 2020

Раççейри студентсем Шупашкарта ăмăртĕç

Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри студентсен II вăййи иртмелле. ЧР Спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, спортăн наци тата олимп мар енĕсемпе ăмăртакан çамрăксем Шупашкара авăн уйăхĕн вĕçĕнче килĕç.

Студентсен ăмăртăвне республикăмăр пуçласа пĕлтĕр, çурла уйăхĕнче, йышăннăччĕ. Унта Раççейĕн 17 регионĕнчи 250 студент ăмăртнăччĕ. Тупăшăва Якут, Бурят республикисенчи, Тюмень, Омск облаçĕсенчи спорстменсем те çитнĕччĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

26 Çĕртме, 2020

Евгений Осмелкин: "Çут çанталăк пуянлăхне упрассипе çыхăннисене ырлатăп"

Паян Шупашкарти 62-мĕш шкулта пулса Раççей Конституцине улшăнусемпе хушăмсем кĕртессишĕн сасăламалли кун çитиччен сасă парасси еплерех пынипе паллашма тÿр килчĕ.

Pages