ăмăртусем

28 Çурла, 2020

Футболистсем çĕнтерÿпе таврăннă

Мускавра 6×6 форматпа футбол ăмăртăвĕ иртнĕ. Чăваш Ен команди Раççей чемпионатĕнчен бронза медальпе таврăннă.

Тупăшăва 16 команда хутшăннă. Унта Комсомольски районĕнчи «Урмай» ушкăнĕ те вăй виçнĕ. Чемпионат «Столица» спорт комплексĕн çĕнĕ манежĕнче иртнĕ. Мини-футбол вăййин хăйĕн йĕрки. Матча пĕр командăран 5 футболистпа 1 хапхаçă хутшăнаççĕ. Тайм вăхăчĕ — 12 минут.

Дагестан спортсменĕсем чи маттуррисем пулнă, вĕсем никама та парăнман. Пирĕн ушкăн 3-мĕш вырăн йышăннă.

29 Çĕртме, 2020

Раççейри студентсем Шупашкарта ăмăртĕç

Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри студентсен II вăййи иртмелле. ЧР Спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, спортăн наци тата олимп мар енĕсемпе ăмăртакан çамрăксем Шупашкара авăн уйăхĕн вĕçĕнче килĕç.

Студентсен ăмăртăвне республикăмăр пуçласа пĕлтĕр, çурла уйăхĕнче, йышăннăччĕ. Унта Раççейĕн 17 регионĕнчи 250 студент ăмăртнăччĕ. Тупăшăва Якут, Бурят республикисенчи, Тюмень, Омск облаçĕсенчи спорстменсем те çитнĕччĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.