Вуланакан кĕнекене суйлаççĕ
Чăваш Ен Наци библиотеки пĕр ĕмĕрти чи вуланакан кĕнекене палăртма сасăлав йĕркеленĕ. Çĕнтерÿçĕ-кĕнеке ятне кăçалхи юпа уйăхĕнче пĕлĕпĕр.
«Литературăллă Чăваш Ен: çĕр çуллăхри чи вуланакан кĕнеке» ята илессишĕн ирттерекен референдума 100 кĕнеке хутшăнать. Хальлĕхе малти пилĕк вырăна Александр Артемьевăн «Салампи», Константин Ивановăн «Нарспи», Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра», Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакка сарлака», Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» хайлавĕсем лекнĕ.
Сасăлава Чăваш Енри мĕн пур районпа хула хутшăнать. Тутарстанпа Пушкăртстанри Самар, Сартов облаçĕсечи, Ямал-Ненецк округĕнчи, Мускав хулинчи йăхташăмăрсем те хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ.
www.hypar.ru polpred.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.