Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен Раççей Федерацийĕн Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессине ырлассипе сасăлав иртрĕ. Ун валли 7 кун уйăрни эпидеми лару-тăрăвĕ тĕлĕшĕнчен питĕ тĕрĕс пулчĕ. Сасăлавçăсем палăртнă тăрăх, çак тапхăрта кирек хăш кун пырса сасăлама май пурри черетсем пуçтарăнасран, кĕпĕрленсе тăрасран хăтарчĕ. Лару-тăру та пĕтĕмĕшле лăпкă иртрĕ.
ЧР Пуçлăхĕн авăн уйăхĕнче иртмелли суйлавĕ умĕнхи кампани пуçланчĕ теме те юрать-тĕр — ытларикун Общество палатин «ялавĕ» айĕнче кандидатсен тĕл пулăвĕ иртрĕ.
«Вăйă правилисем» пирки калаçса татăлас — çапларах палăртнă йĕркелÿçĕсем тĕлпулу тĕллевне. Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков кандидатсене «эсир хăюллă çынсем» тесе саламларĕ — кашниех республикăшăн хăйсем çине яваплăх илме хатĕр вĕт.
Стадионсемпе спорт лапамĕсенче тренировка тума ирĕк панă хыççăн Шупашкарти «Олимпийский» спорт керменне атлетсем иленчĕç.
— Тахçанах кĕтнĕ çак куна. Стадионсенче хатĕрленни питĕ пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах вăрăм дистанцисенче ăмăртакансемшĕн. Карантин вăхăтĕнче те спортсменсем вăрмансемпе ращасенче тренировка тунă, килте чухне аэробикăпа туслашнă, ÿт-пĕве тĕреклетекен хăнăхтарусем пурнӑҫланӑ, — савăннине пытармарĕ Олимпиада Иванова тренер.