Вăрманта тренировка ирттернӗ
Стадионсемпе спорт лапамĕсенче тренировка тума ирĕк панă хыççăн Шупашкарти «Олимпийский» спорт керменне атлетсем иленчĕç.
— Тахçанах кĕтнĕ çак куна. Стадионсенче хатĕрленни питĕ пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах вăрăм дистанцисенче ăмăртакансемшĕн. Карантин вăхăтĕнче те спортсменсем вăрмансемпе ращасенче тренировка тунă, килте чухне аэробикăпа туслашнă, ÿт-пĕве тĕреклетекен хăнăхтарусем пурнӑҫланӑ, — савăннине пытармарĕ Олимпиада Иванова тренер.
Спортсменсем те стадион уçăлнăшăн хĕпĕртенĕ. Акă спортăн тĕнче класлă мастерĕ Екатерина Ишова виçĕ уйăх ялта пурăннине пĕлтерчĕ. «Çак тапхăрта та палăртнă программăран пăрăнман эпĕ. Вăрмана чупма каяттăм. Ăмăртусене хатĕрленмелĕх вăхăт пур-ха», — терĕ атлет. Тăршшĕне сикекен Виктория Жилина вара ятарлă занятисем çитменнине, формăна çухатас мар тесе çырмара тренировка ирттернине пĕлтерчĕ.
www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас