стадион

30 Çĕртме, 2020

Вăрманта тренировка ирттернӗ

Стадионсемпе спорт лапамĕсенче тренировка тума ирĕк панă хыççăн Шупашкарти «Олимпийский» спорт керменне атлетсем иленчĕç.

Тахçанах кĕтнĕ çак куна. Стадионсенче хатĕрленни питĕ пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах вăрăм дистанцисенче ăмăртакансемшĕн. Карантин вăхăтĕнче те спортсменсем вăрмансемпе ращасенче тренировка тунă, килте чухне аэробикăпа туслашнă, ÿт-пĕве тĕреклетекен хăнăхтарусем пурнӑҫланӑ, — савăннине пытармарĕ Олимпиада Иванова тренер.