Комментари хушас

30 Çĕртме, 2020

Кандидатсем «вăйă правилисем» пирки калаçса татăлчĕç

ЧР Пуçлăхĕн авăн уйăхĕнче иртмелли суйлавĕ умĕнхи кампани пуçланчĕ теме те юрать-тĕр — ытларикун Общество палатин «ялавĕ» айĕнче кандидатсен тĕл пулăвĕ иртрĕ.

«Вăйă правилисем» пирки калаçса татăлас — çапларах палăртнă йĕркелÿçĕсем тĕлпулу тĕллевне. Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков кандидатсене «эсир хăюллă çынсем» тесе саламларĕ — кашниех республикăшăн хăйсем çине яваплăх илме хатĕр вĕт.

Кашни кандидат сăмах илчĕ. Суйлава кандидат пулса хутшăнма заявлени хăçан панине кура йĕркеленнĕ черетре ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев микрофон умĕнче пĕрремĕш пулчĕ те — пухăннисен пĕтĕмĕшле шухăшне палăртрĕ пек. Вăл суйлава тÿрĕ кăмăлпа тата пĕр тан условисемпе ирттерме чĕнсе каларĕ.

Ун шучĕпе, суйлав халăхшăн яланах улшăнусем кĕтнипе çыхăннă. Чăваш Енре çак улшăнусем пиллĕкмĕш уйăх пурнăçа кĕреççĕ ĕнтĕ. Çийĕнчен коронавирус пандемийĕ плансене улшăнусем кĕртрĕ. Ăна пулах чылай процесс хăвăртланчĕ. Çав шутра — хутшăнăвăн, медицина пулăшăвĕн дистанци мелĕсене ĕçе кĕртесси. Тата — пĕрлĕх туртăмĕ. Пандеми пурне те çывăхлатрĕ — кризис çынсене пĕрлештерет. Ку волонтерсемпе кăна çыхăнман. Олег Алексеевич нумай предприяти çынсене, медицинăна пулăшас енĕпе анлă мерăсем йышăннине ырласа хакларĕ. Сăмахне вĕçленĕ май вăл суйлава хутшăнакан кандидатсен политка культурин тĕслĕхне кăтармаллине палăртрĕ, «сăмах — çерçи мар» текен каларăша аса илтерсе суйлав умĕн шантарнине пурнăçлама тивессине çирĕплетрĕ.

Тĕл пулу лăпкă иртрĕ — енсем пĕр-пĕрне тата суйлавçăсене хисеплеме калаçса татăлни тÿрре тухрĕ темелле. Хальлĕхе. Çапах кирек мĕнле пулсан та суйлав умĕнхи кĕрешÿ çивĕч пуласси куçкĕрет. Кандидатсен йышĕ пысăк, вĕсен хушшинче суйлав марафонне хăйсем тĕллĕн тухакансем те, партисен представителĕсем те пур, кашниех правилăсен картинче «выляма» мехел çитерĕ-и — курăпăр.

www.hypar.ru