Пĕр кунта — 4 пушар

2 Утă, 2020

Пушар хăрушсăрлăхĕ пирки тăтăшах асăрхаттарсан та шăрпăкпа тимлĕ пулмаллине пурте асра тытмаççĕ. Иртнĕ талăкра Чăваш Енре 4 пушар тухнă.

Ĕнер, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Çĕмĕрле хулинчи пĕр урамра хуçасăр хуралтă çуннă. МЧС ĕçченĕсем вăхăтра çитсе пушара сÿнтернĕ. Ку ĕç-пуç 15:30 сехетре пулса иртнĕ. Тепĕр сехетрен Шупашкарти Калинин районĕнчи уйрăм мунчана та çулăм хыпса илнĕ. Çăлавçăсем тăрăшнипе юнашар вырнаçнă çурта сыхласа хăварма май килнĕ, анчах унăн тăррине çав-çавах кăштах лекнĕ. Пушар сăлтавĕ — тĕтĕм тухмалли пăрăха тĕрĕс мар вырнаçтарнинче.

Каçхине вара Çĕмĕрлери металл гараж çулăмран шар тÿснĕ. Çавăн пекех çĕрле Канаш хулинчи пĕр çурт хыçĕнче çÿп-çап кĕтесĕ çунма тытăннă. Сăлтавĕсем хальлĕхе паллă мар.

Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа республикăра 818 пушар тухнă, пĕтĕмĕшле тăкак 18 миллион тенкĕпе танлашнă. Çулăма пула 31 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 36-шĕ суранланнă. 42 çынна çăлнă.

www.hypar.ru 21.mchs.gov.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас