Сасăлав çывхарать

19 Çĕртме, 2020

РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлава хăйсем регистрациленнĕ вырăнта мар, урăх çĕрте хутшăнас текенсенчен заявлени çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕччен 14 сехетчен çеç йышăнаççĕ. Çакăн пирки ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков паян видеоконференцçыхăну мелĕпе иртнĕ брифингра пĕлтерчĕ.

«Мобильлĕ сасăлавçă» механизмпа килĕшӳллĕн çакнашкал заявленисене Нумай функциллĕ центрсенче, территори тата участок комиссийĕсенче йышăнаççĕ. Çавăн пекех ăна Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă электронлă мелпе пама пулать», — терĕ Александр Цветков. Вăл çынсен маларах та — çĕртме уйăхĕн 25-30-мĕшĕсенче — сасăлава хутшăнма ирĕк пуррине аса илтерчĕ. Çакă сасăлав участокĕсенче çынсем йышлăн пухăнассинчен тата черетсем йĕркеленессинчен хăтарĕ. Çĕртме уйăхĕн 25-30-мĕшĕсенчех участок комиссийĕсен сасăлава вырăна тухса йĕркелеме майсем пур: сасăлав валли ятарлă пӳлĕмсем çук çĕрте, çав шутрах çуртсен çывăхĕнчи территорисенче те. Асăннă 6 кун хушшинче инçетри ялсенче пурăнакансем валли те сасăлама майсем туса парĕç.

Сасăлав вырăнĕсене хăйсем пырайманнисен килĕнче сасăлама ирĕк пур. Çакăн пирки вĕсен участок комиссине пĕлтермелле: кунашкал заявление çын хăй çеç мар, унăн тăванĕсем е социаллă служба ĕçченĕсем те пама пултараççĕ.

Александр Цветков граждансен сывлăхĕ тĕп вырăнта пулнине, çавна май сасăлав комиссийĕсен членĕсене, участока килекенсене пурне те хӳтĕлев хатĕрĕсемпе (маскăсемпе, перчеткесемпе) тивĕçтерессине пĕлтерчĕ. Сасăлав иртекен пӳлĕмсенче (çуртсенче) ӳте перĕнмесĕрех виçекен термометрсем, бактерисене пĕтерекен кавирсем, антисептиксем пулĕç.

www.hypar.ru Chuvash.izbirkom.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас