Чăваш Енри сусăрсене электроприводлă кресло-кÿме, ура валли ятарлă аппарат, çурăм шăммине тытакан хатĕр илме ÿлĕмрен çăмăлрах пулĕ.
Раççей Ĕç министерстви нумаях пулмасть çĕнĕ йĕрке йышăннă. Унта палăртнă тăрăх, сусăрсен хăйсене куллен кирлĕ реабилитаци хатĕрсене ылмаштариччен вĕсене медицинăпа техника экспертизине ярса вăхăт ирттерме тивмĕ. «Ортезсен 90 процентне пĕрех юсама май çук», – тенĕ Раççей ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Антон Котяков çĕнĕ йĕркене йышăннин сăлтавне уçăмлатнă май.
Чăваш Ен Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ĕçсĕрлĕх центрĕсенче учета тăракансем хушшинче улталакансем тĕл пулаççĕ.
Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче 39 çын ĕçсĕрлĕх пособине суйса илнĕ. Вĕсене 248,6 пин тенкĕ пособи тÿленĕ. Ултав çиеле тухсан 197,5 пин тенкине бюджета тавăрса панă. Ытти укçана та шыраса илĕç.
Чăваш Енри ача çурчĕсенче пурăнакансене çуллахи каникулта çемьене илме юрать. Çакна тăлăхсем кил ăшшине туйччăр, унти йăла-йĕркене ăша илччĕр тесе тăваççĕ.
Ача çуртĕнче темле лайăх пăхсан та килтине çитес çук. Хысна çуртĕнче ялан пурăнни йăлăхтарать. Каникул вăхăтĕнче тăлăхсене ют çынсемех вăхăтлăха хăйсен хÿттине илейĕç. Ун валли ача çуртне çитсе заявлени çырмалла, коронавируспа чирлеменнине ĕнентерекен справка тăратмалла.
Шупашкарти икĕ тус пĕр кунхине Атăла путма пуçланă.
Ÿсĕрскерсенчен пĕри амăшĕн «Лада Калина» машинине чĕртсе тухнă. Атăл çыранĕн хĕррипе пынă чух вăл руле тусне шанса панă. Лешĕн права пулман. Руль умне вăл машинăпа çÿреме вĕренмелле ларнă. Тахăш вăхăтра автомобиль хыçалалла чакса Атăл çыранĕ хĕррине пырса кĕнĕ. Машинăна хăйсем тĕллĕн шывран кăлараймассине ăнлансан каччăсем пулăшу чĕнсе илнĕ.