Вăрмансене çĕнĕ техникăпа хӳтĕлĕç
«Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене упрасси» регион проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Ен лесничестви вăрман хураллас ĕçре усă курмалли техникăпа пуянланнă.
Вăрманти йывăçсене пăхса тăма кăçал 5 культиватор туяннă. Вĕсене Улатăр, Йĕпреç. Канаш тата Шупашкар лесничествисене илсе çитернĕ.
Унсăр пуçне Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин ведомствинчи учрежденисене 3 бульдозер, 2 «Беларус» трактор панă. Техника паркĕ тата йывăр тиевлĕ 6 машинăпа пуянланмалла.
www.hypar.ru Minpriroda.ru сăн ÿкерчĕкĕ