Патшалăх пулăшăвĕ ял çыннине хавхалантарать
Чăваш Республикин Правительстви июнĕн 8-мĕшĕнче палăртнă йышăну ĕне выльăх тытакансен кăмăлне çĕклет. Июнь уйăхĕн вĕçĕнче сумалли ĕнесем тытакансене укçа тÿлевĕсем параççĕ.
Нина АЛЕКСЕЕВА, Элĕк районĕнчи Мăн Вылă ял тăрăхĕ, Çирĕккасси ялĕ:
- Ĕне-выльăх ял çыннишĕн кирек хăçан та тупăш çăлкуçĕ пулнă. Халĕ пушшех те. Пирĕн Çирĕккасси ялĕнче килĕренех 7-9 пуç сумалли ĕне тытаççĕ. Эпир те хушма хуçалăхра пилĕк-ултă çулах мăйракаллă шултăра выльăха 7 пуç таранах усрарăмăр. Халĕ ĕне кĕтĕвне çĕнетес тĕллевпе выльăх-чĕрлĕх шутне кăштах пĕчĕклетрĕмĕр, 3 çеç хăвартăмăр тата чупнă тытасем пур. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытни, паллах, усăсăр мар. Патшалăха чĕр тавар парса пухнă укçапа çурт-йĕр çавăрма, ытти хуралтăсене çĕнетме май килчĕ.
Анчах та пысăк тупăш илес тесен вара сахал мар ĕçлеме тивнине те пытарма кирлĕ мар. Выльăх-чĕрлĕх тутă пултăр тесен çу кунĕсенче утти-улăмне çителĕклĕ янтăламалла, тыр-пул ÿстермелле. Эппин, ĕне выльăх тытакансен тăкакĕ те пĕчĕкех мар.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çак кунсенче килти хушма хуçалăха аталантаракан уйрăм çынсене сумалли ĕнесемшĕн субсиди парассипе çыхăннă йышăну кăларни чăнахах та кăмăла çĕклет. Çакă ял çынни тимлĕхсĕр маррине тепĕр хут çирĕплетет. Регион ертÿçин çĕнĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн виçĕ е ытларах сумалли выльăхшăн кашни пуçшăн пирĕн çемье 4300-шар тенкĕ тивĕçет. Субсидие июнь уйăхĕн вĕçĕнче пама пуçлани те ял çыннине выльăх-чĕрлĕх валли утă хатĕрлеме çунтармалли-сĕрмелли материалсене туянма май парать. Техника çуккисене курăка çулса панăшăн, утта кÿрсе килнĕшĕн транспорт укçишĕн татăлма пулăшать.
Патшалăхăн çак пулăшăвĕ çавăн пекех ял çыннине килти хушма хуçалăхра ытларах та ĕне выльăх усрама хавхалантарать.
Элĕк районĕнчи "Пурнăç çулĕпе" хаçат материалĕпе усă курнă.
Комментари хушас