Республикăра 82 йĕкĕреш çуралнă
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2020/05/dvoynya2.jpg)
Ача — çемье телейĕ. Унăн сассипе кил-çурт тулать. Çемьере харăсах икĕ пепке кун çути курни ашшĕ-амăшне тата телейлĕрех тăвать.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 82 йĕкĕреш çуралнă: 52-шĕ — Шупашкарта, 6-шĕ — Канашра, Элĕк, Вăрнар, Куславкка, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче — 2-шер, Улатăрпа Çĕнĕ Шупашкарта — 4-шар.
2019 çулта Чăваш Енре 239 йĕкĕрешпе 6 виçĕреш кун çути курнă. Палăртса хăварар, кăçал республикăра 4454 ача çуралнă. Вĕсенчен 2280-шĕ — арçын ача, 2174-шĕ — хĕрача.
www.hypar.ru Seldon.news сăн укерчĕкĕ