Хыпар

28 Çу, 2020

«Константин Иванов тата шкул вĕренĕвĕ» конференци иртнĕ

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «Константин Иванов тата шкул вĕренĕвĕ» конференци ирттернĕ.

ZOOM хушăм урлă йӗркеленĕ ĕçлĕ калаçăва Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен 70 çын хутшăннă.

27 Çу, 2020

Йÿнĕ хакпа çырăнтараççĕ

«Хыпар» Издательство çурчĕн хаçат-журналне 2020 çулăн иккĕмĕш çурри валли июнĕн 1-10-мĕшĕсенче йÿнĕ хакпа çырăнма ĕлкĕрĕр. Пирĕн кăларăмсене почта уйрăмĕсенче тата почтальон урлă йÿнĕ хаксемпе çырăнтараççĕ. 

www.hypar.ru

27 Çу, 2020

Районсемпе хуласем республика гимнне пĕрле шăрантарĕç

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енре онлайн мелпе "Славься, Чувашия" ("Мăнаçлан, Чăваш Ен") марафон пуçланнă. Ăна Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

Марафон çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕччен пырĕ, унта Чăваш Енри пур муниципалитет центрĕ те хутшăнĕ. Акци Хĕрлĕ Чутай районĕнчен пуçланнă, Шупашкар хулинче вĕçленĕ.

Pages