Филармони çӗнелет

27 Çу, 2020

Чăваш патшалăх филармонийĕн артисчĕсем сцена çине тухасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Куллен тенĕ пекех вĕсем ку ыйтупа Николай Казаков директор патне шăнкăравлаççĕ.

Чăваш патшалăх филармонийĕн çуртне 2017 çултах реконструкцилеме пуçланă. Малтанхи подрядчик тивĕçсене туллин пурнăçлайманран унпа килĕшĕве пăрахăçлама тивнĕ. 2019 çулхи раштав уйăхĕнче тепĕр организаципе патшалăх контрактне çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра кунта хĕрӳ ĕç пырать. Çавăнпа та артистсем çитес вăхăтра çĕнĕрен халăх умне тухас, пултарулăхĕпе куракансене савăнтарас шанăç куллен ӳссе пырать.

Юнкун филармонири лару-тăрупа ЧР культура министрĕ Роза Лизакова паллашрĕ. Тĕпрен илсен, Роза Михайловна строительсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине, вĕсем палăртнă ĕçсен пĕрре пиллĕкмĕш пайне пурнăçланине пĕлтерчĕ. «Подрядчик графикпе килĕшӳллĕн ĕçлесе пырать. Реконструкци ĕçĕсене вĕçлеме укçа-тенкĕ çителĕклĕ», — терĕ вăл. Кĕçех стенасене штукатурка туса, çуртăн тулаш стенисене керамогранит çыпăçтарса, вентиляци оборудованийĕсене вырнаçтарса, ытти ĕçе туса пĕтереççĕ. Çавăн пекех филармони таврашĕнчи территорие те хăтлăлатма пуçланă. Çитес вăхăтра лифтсене, сценăн механика оборудованийĕсене вырнаçтарма пуçлĕç. Ĕçсене хăвăртлатма строительсен шутне те ӳстерме йышăннă.

Хальлĕхе филармонин çĕнелнĕ сăн-сăпачĕпе проект докуменчĕсем тăрăх кăна паллашма май килчĕ. Анчах та кунта питĕ хăтлă тата илемлĕ пуласси иккĕлентермест. Çуртăн пĕтĕмĕшле тытăмне улăштарма май килмен пулин те нумай çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Сăмахран, сцена пысăкланнă: залра ларакансене лайăх курăнĕ, лайăх илтĕнĕ. Пултарулăх ушкăнĕсем валли уйăракан пӳлĕмсем çутă та пысăк пулĕç. Çак тата ытти саманта шута илсен республикăра концерт ĕçĕ-хĕлĕ самай çӳллĕ шая çĕкленесси куçкĕрет. Çавăн пекех филармонипе юнашар çĕр вырăнлă автопарковка тума палăртнă. Унччен кунашкал ырлăх пулман. «Концерт курма ялсенчен килекенсен автобусĕсене, машинисене çул хĕрринче хăварма тиветчĕ. Питĕ пысăк чăрмав кăларса тăрататчĕ çакă», — терĕ иртнине аса илсе Николай Нилович.

ЧР культура министрĕ Роза Лизакова палăртнă тăрăх, ĕç-хĕле ура хуракан самантсем те пур. Çĕршывра коронавирус инфекцийĕ сарăлнă май, сăмахран, сцена оборудованийĕсене кӳрсе килесси чарăнса тăнă. «Халĕ предприятисем ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Икĕ уйăхра оборудованисене илсе килессе шанса тăратпăр. Çавăн пекех эпир çутă, сасă хатĕрĕсемпе тивĕçтерекенсене палăртрăмăр. Çавăнпа та юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, çул-йĕр карттинче палăртнă пекех, ĕçсене вĕçлессе шанатпăр», — терĕ Роза Михайловна.
www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА căн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас