Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пресс-конференци ирттерчĕ. Ăна вăл республика ертÿçин тилхепине тытнăранпа 100 кун çитнине халалланă.
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура ЧР транспорт министрĕ Владимир Осипов çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «Победа» авиакомпани «Шупашкар — Мускав» тата «Мускав — Шупашкар» рейссене тепĕр хут йĕркелеме планланине пĕлтерчĕ.
Çурхи ял хуçалăх ĕçĕсене ирттересси, ЧР юстици тытăмĕнчи аталану стратегийĕ — шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура. Çапах кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçличчен коронавирус инфекцийĕ сарăлнипе çыхăннă лару-тăрăва сÿтсе яврĕç.
Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче 28 çулти амăшĕпе унăн 9 çулти хĕрĕ инкеке лекнĕ. Авари «Сăр» автоçул çинче пулнă. «Фольсваген-Пассат» рулĕ умĕнчи хĕрарăм-водитель кювета чăмнă. Машинăра хĕрарăмăн хĕрĕ пулнă. Иккĕшне те больницăна ăсатнă.