Комментари хушас

20 Çу, 2020

Олег Николаев пресс-конференци ирттерчĕ

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пресс-конференци ирттерчĕ. Ăна вăл республика ертÿçин тилхепине тытнăранпа 100 кун çитнине халалланă.

Тĕрĕссипе, çак кун çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчех пулнăччĕ-ха. Анчах вăл вăхăтра Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисене тивĕçлипе ирттермеллеччĕ. Хăшĕсене онлайн, дистанци мелĕпе пулин те хисеплĕ ветерансене, Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр чунтан тăрăшнисене сума сумаллаччĕ.

Коронавирус пандемийĕ пресс-конференци форматне те витĕм кÿчĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн пресс-секретарĕ Александр Кузин калашле, республика ертÿçисем онлайн меслетпе пресс-конференци ирттерни пулманччĕ-ха.

Олег Алексеевич кирек епле ыйтăва та: çивĕч-и вăл е тавлаштаракан-калаçтаракан-и – пурне те лăпкăн та туллин хуравларĕ. Журналистсен ыйтăвĕсенче «мухтав юрри» те сисĕнмерĕ. Кашниех халăха чăннипех те кирлĕ ыйтăва хускатма тăрăшрĕ. "Хыпар" издательство çурчĕ волонтерсене хавхалантарас ыйтăва хускатрĕ, кăкăр çине çакмалли паллă çирĕплетме май çук-и тесе ыйтрĕ. 

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн çитес номерĕнче тата пирĕн сайтăн вырăсла пайĕнчи "Дайджест" ярăмра.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-службин сăн ÿкерчĕкĕсем.