Комментари хушас

18 Çу, 2020

Социаллă учрежденисен ĕçченĕсене те укçа парĕç

Çурхи ял хуçалăх ĕçĕсене ирттересси, ЧР юстици тытăмĕнчи аталану стратегийĕ — шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура. Çапах кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçличчен коронавирус инфекцийĕ сарăлнипе çыхăннă лару-тăрăва сÿтсе яврĕç.

Республикăра коронавирус инфекцийĕпе чирлисене тупса палăртнисен шучĕ кунсерен ÿссе пырать. Çапах, Олег Николаевăн шухăшĕпе, çакна икĕ енлĕн хак пама пулать. Пĕр енчен, цифрăсем пăшăрхантараççĕ, тимлĕрех пулма хистеççĕ. Çав хушăрах чире малтанхи тапхăрта тупса палăртни кирлĕ мерăсене вăхăтра йышăнма май парать, çапла майпа пациентсене стационара вырттармасăрах, ятарлă оборудованипе усă курмасăрах сиплеме пулать. «Пĕтĕмĕшле илсен, эпир лару-тăрăва тĕрĕслесе тăратпăр. Тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр», — палăртрĕ Олег Алексеевич.

Вице-премьер — финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков коронавирус инфекцийĕпе чирлисене пулăшакан медицина ĕçченĕсене хавхалантаракан укçана пуш тата ака уйăхĕсемшĕн туллин, çу уйăхĕшĕн пĕр пайне панине пĕлтерчĕ. Чăваш Ене çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 333,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак тÿлевсене сывлăх сыхлавĕн 13 учрежденийĕнчи 4 пин ытла медицина ĕçченĕ илнĕ. Çакнашкал тÿлевсене социаллă учрежденисен ĕçченĕсене парассине йĕркелес енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова каланă тăрăх, расчетсем хатĕр. Халĕ федераци хыснинчен укçа килессе кĕтеççĕ. Олег Николаев асăннă учрежденисенче ĕçлекенсене тÿлевсем пирки тĕплĕн ăнлантарса пама сĕнчĕ: «Вĕсен мĕн тата хăçан кĕтмеллине, укçа парас ĕçе мĕнле йĕркеленине пĕлмелле».

www.hypar.ru

 

Рубрика: