Комментари хушас

18 Çу, 2020

Раҫҫейри тӗп йывӑҫа суйлаҫҫӗ

Ҫӗр ҫинче темиҫе ӗмӗр пурӑнакан йывӑҫсем пур. Ҫавнашкаллисенчен пӗри - Муркаш районӗнчи Ильинкӑри юман. Вӑл, экспертиза ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 369 ҫулта. Унӑн ҫӳллӗшӗ - 24 метр.

Чӑваш юманӗ Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ ята ҫӗнсе илме пултарать, анчах та сасӑлавра ҫӗнтерсен ҫеҫ.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен rosdrevo.ru сайтра сасӑлав пырать. Номинантсен йышӗнче - ҫӗршыври 12 регионӑн тӗп йывӑҫӗ: Брянск облаҫӗ, Чӑваш Ен, Дагестан, Карели, Белгород, Псков, Липецк, Иваново, Тамбов, Тверь облаҫӗсем, Мордовипе Мари Эл.
"Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ" конкурс ҫӗнтерӳҫи "Европӑри ҫулталӑк йывӑҫӗ" конкурсра тупӑшӗ.

Сергей ПАЛЬЧИКОВ, Пӗтӗм Раҫҫейри "Деревья - памятники живой природы" программӑн сертификаци комиссийӗн председателӗ:

- Раҫҫейре нумай ҫул пурӑнакан йывӑҫ чылай. Вӗсем культура, истори, ҫут ҫанталӑк, ӑс-хакӑл хаклӑхне кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем - Раҫҫейӗн иртнӗ ӑрусене тата истори пулӑмӗсене асра тытакан наци пуянлӑхӗ. Эпир вӗсемпе мӑнаҫланатпӑр, вӗсем ҫинчен пӗтӗм тӗнчен пӗлмелле!

www.hypar.ru rosdrevo.ru сăн ÿкерчĕкĕ