Чăваш Ен юбилее паллă тума хатĕрленет

1 Çĕртме, 2020

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа йĕркелеме палăртнă мероприятисенчен хăшне-пĕрне коронавирус пандемине пула пăрахăçлама тивет, пĕр пайне урăх майпа ирттересшĕн. Вĕсен тепĕр пайне çурла уйăхĕнче, Хула кунне паллă тунă вăхăтра, йĕркелесшĕн. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура Алла Салаева вице-премьер пĕлтерчĕ.

Алла Салаева кăçал республикăра культура объекчĕсене реконструкцилени, парксене тата общество хутлăхĕсене хăтлăх кĕртни пирки чарăнса тăчĕ. Ку ĕç çулталăк тăршшĕпех пырĕ. «Çакă — республикăра пурăнакансене пысăк уяв ячĕпе тăвакан парне», — терĕ вице-премьер. Вăл паянхи кун тĕлне 50 ытла культура учрежденине /театрсене, музейсене, клубсене/ юсаса çĕнетнине, асăннă ĕçсем валли çур миллиард ытла тенкĕ тăкакланине палăртрĕ, Чăваш патшалăх филармонине реконструкцилес ĕç вĕçленсе пынине пĕлтерчĕ. 100 çулхи юбилей тĕлне районсемпе хуласене хитрелетес ĕçе хăвăртлатма сĕнчĕ. Уяв ячĕпе пĕрлехи бренд, пĕрлехи каларăш çирĕплетнине аса илтерчĕ. Вице-премьер районсемпе хуласен администрацийĕсен ертÿçисене территорисем таса та хăтлă пулмалли пирки пусăм тусах каларĕ. Шупашкар хулин тĕп урамĕсенче картина галерейисем йĕркелĕç, унта Чăваш Енĕн паллă çыннисем пирки ÿкернĕ ĕçсем пулĕç. Алла Салаева сувенир продукцийĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе те паллаштарчĕ: Чăваш Ен пирки хулăн та хитре кĕнеке, 3 тенкĕлĕх кĕмĕл укçа кăларнă… Вице-премьер Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕн министерствисене предприяти ертÿçисемпе тĕл пулса калаçма, вĕсене хăйсен продукцине кăларнă чухне пĕрлехи логотиппа усă курмашкăн сĕнме хушрĕ. Мероприятисем пирки калас тăк — вĕсене онлайн мелпе ирттересшĕн: «Мăнаçлан, Чăваш Ен» юрă марафонĕ, «Çĕр пин юрă çĕршывĕнче» онлайн концертсем, «Чăваш Ен пирки юрлатпăр» флешмоб, PROЧувашию фотоакци, «Литературăллă Чăваш Ен: çĕр çуллăхри чи вуланакан кĕнеке» акци, купăсçăсен конкурсĕ, республика юлташĕсен «Чăваш Ене юратса» саламĕсем /«Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнакансен, Раççей театрĕсен тата ыттисен/, саламсен халăх марафонĕ. Вĕсене пурне те телекуравпа трансляцилĕç.

Уяв мероприятийĕсене кăçал Шупашкар хулипе пĕрлех Хĕрлĕ Чутай районĕнче те йĕркелеме палăртнă. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче район центрĕнче Çĕнтерÿ лапамне уçасшăн. Унта пысăк экран çирĕплетме планланă, çавна май Мускавра иртекен Çĕнтерÿ парадне шăпах çав лапамра пăхасшăн. Каçхине Шупашкарта реконструкциленĕ Хĕрлĕ тÿреме уçасшăн. Савăнăçлă мероприятисене халăх хутшăнмĕ, вĕсене телекуравпа тÿрĕ эфирта пăхма май килĕ.

Уяв кунĕсенче Канаш тата Шупашкар хулисенчи Индустри паркĕсенче çĕнĕ производствăсем уçасшăн. Çакăн пирки ЧР вице-премьерĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин каласа кăтартрĕ. Çав кунсенче хута яма палăртнă объектсем тата пур. Унсăр пуçне Экономикăн аслă канашĕ видеоçыхăну мелĕпе «çавра сĕтел» ирттерĕ, унта ЧР социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине сÿтсе явĕç. Модераторĕ РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ — ЧР Экономикăн аслă канашĕн председателĕ Анатолий Аксаков пулĕ. Ку мероприятие Чăваш наци телекуравĕ тÿрĕ эфира кăларĕ. «Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççейре Çĕнтерÿ парачĕ пулнăран, Республика кунне паллă тунăран фейерверксен фестивальне ирттересшĕн мар эпир. Уяв салючĕ вара пулать», — терĕ Иван Моторин.

Тĕп мероприятисене çурла уйăхне, Шупашкар хулин кунне паллă тунă вăхăта, куçарасшăн. Акă çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Нарспи» мюзикла уçă тÿпе айĕнче кăтартасшăн. Çурлан 14-15-мĕшĕсенче классика музыкин фестивальне ирттересшĕн. 16-мĕшĕнче пултарулăх бульварне йĕркелесшĕн. «Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тăвакан объектсем пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем халăх пурнăçĕн условийĕсене лайăхлатаççĕ. Вĕсене пирĕн уçмаллах», — палăртрĕ Олег Николаев. Вăл Алла Салаевăн сĕнĕвне те ырларĕ: ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă юбилей медальне илме тивĕçлĕ çынсен списокне анлăлатмалла: «Хисепе тивĕçлисене манмалла мар пирĕн».

www.hypar.ru crimea.kp.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас