Комментари хушас

1 Çĕртме, 2020

Тÿлев палăртмалла мар

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура хăй темиçе эрне каялла хушу панине аса илтерчĕ: çурт таврашĕ çук çĕр лаптăкĕсенчен тата никам та пурăнман çуртсенчен йăлари хытă каяша турттарса тухнăшăн тÿлев палăртассине пăрахăçламалла. «Çак ыйтăва федераци органĕсенче те сÿтсе яваççĕ», — терĕ вăл. Ку енĕпе мĕн туни пирки çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьева ăнлантарма ыйтрĕ.

«Эпир лару-тăрăва тишкертĕмĕр. «Экоцентр» регион операторĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн — нумай хваттерлĕ çуртсенче 3923 лицевой счетра çынсен ячĕ-хушамачĕ çук, пурăнмалли уйрăм çуртсен вара — 97 пин ытла. Питĕ пысăк цифра. «Экоцентрăн» позицийĕ çапларах: халĕ вăйра тăракан саккунсенче пурăнмалли çурт-йĕрĕн хуçисем пирки калакан сведени çукки йăлари хытă каяша турттарса тухмашкăн тÿлев палăртмалла мар тени çук. Тĕрĕслевпе счет палати çак сведенисем — харпăрлăхçăн е тара илекенĕн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ — пулмалла тесе калать. Эпир çак позиципе килĕшетпĕр. Паянхи кун тĕлне пур суд практикине тишкертĕмĕр. Прокуратура тăратнă представление — тÿлев докуменчĕсенче харпăрлăхçă пирки калакан информацие вырнаçтарас тĕлĕшпе мерăсем йышăнасси пирки — саккунлă тесе палăртнă практика пур. Роспотребнадзор тÿлев докуменчĕсенче çак информаци çуккишĕн административлă майпа явап тыттарасси пирки постановлени кăларнă. Малашне çакăн пек тĕслĕх ан пултăр тесе прокуратура тата Роспотребнадзор ячĕпе çыру ярăпăр. Йăлари хытă каяша уйрăм пухассипе çыхăннă саккунсене улшăнусем кĕртнине те сăнасах тăратпăр», — терĕ Александр Воробьев. Олег Николаев «Экоцентр» регионăн йăлари хытă каяш çаврăнăшне йĕркелесе тăракан операторĕ пулнине, унăн Чăваш Республикин йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртмеллине палăртрĕ. «Енчен те вăл хăй ирĕкĕпе темĕн хăтланать пулсан прокуратурăна, Роспотребнадзора, монополипе кĕрешекен службăна явăçтарăр, лару-тăрăва йĕркене кĕртме йышăнусем тăвăр. Пусăм тусах калатăп: çуртсем çук çĕр лаптăкĕсемшĕн тата никам та пурăнман çуртсенчен йăлари хытă каяша турттарса тухнăшăн тÿлев шутласа палăртмалла мар. Ку — татăклă йышăну!» — терĕ Олег Алексеевич. Канашлура çавăн пекех çурхи ака-суха ĕçĕсем мĕнле пынине, шыва кĕмелли тапхăра епле хатĕрленнине сÿтсе яврĕç. ЧР Строительство министерствин тата регионти Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр надзорĕн аталану стратегийĕсене тишкерчĕç.

www.hypar.ru чувашинформ.рф сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Рубрика: