Кӑшавӑшсем юсаса ҫӗнетнӗ вулавӑша ҫӳрӗҫ

1 Çĕртме, 2020

"Культура" наци проектне пурнӑҫланӑ май Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял вулавӑшӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.

"ЮСТ" тулли мар яваплӑ организаци тӑрӑшнипе урайне пысӑк пахалӑхлӑ линолеум сарнӑ, электрохатӗрсене улӑштарнӑ, "Армстронг" мачча вырнаҫтарнӑ. Библиотекӑн зал стенисене тата пусмине Хусанти "Дисплей-АРТ" компани хатӗрленӗ дизайн-проектпа килӗшӳллӗн ҫутӑ тӗссемпе сӑрланӑ.

Пултарулӑх мастерскойӗнчи урайне ҫӗнӗрен хӑмапа витнӗ, пысӑк пахалӑхлӑ линолеум сарнӑ. Пур пӳлӗмре те стенасемпе кӗтессене якатнӑ, алӑксене улӑштарнӑ.

Ҫавӑн пекех розеткӑсемпе ҫуткӑчсене ҫӗнетнӗ, пусма патне светильник лартнӑ. Цемент-керамика урайне пӑсса керамогранит плитипе витнӗ.
Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗн бюджетӗнчи укҫапа ӑшӑтмалли тытӑма улӑштарнӑ. Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче вара хавшакрах сывлӑхлисем валли кӗмелли ятарлӑ вырӑн хатӗрлӗҫ.

Библиотекӑна ҫӗнӗ хатӗрсем, сӗтел-пукан, кӗнеке продукцийӗ килсе ҫитнӗ те ӗнтӗ. Кӗҫех "Дисплей-АРТ" компани ӑна илемлетессипе ӗҫлеме тытӑнӗ.

www.hypar.ru Culture.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас