Олег Николаев Çĕрпÿ хулинче пулчĕ
Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев Çĕрпÿ хулинче пулчĕ. Вăл малтан 240 ача валли туса лартнă çĕнĕ садикпе паллашрĕ. Унтан Биологин тасатакан сооруженипе кăсăкланчĕ.
2014 çултах тунă обьекта паянхи кун та хута ярайман. Олег Алексеевич ăна туса пĕтермешкĕн бюджетра укçа уйăрассине пĕлтерчĕ. Хула халăхне пăшăрхантаракан ыйтăва - çынсене таса шывпа тивĕçтерессине - татса памаллине палăртрĕ вăл.
Хулари 2-мĕш вăтам шкулăн та пĕлтерĕшлĕ ыйту. Татьяна Кузьмина каланă тăрăх, 1964 çулта çĕклесе лартнă пĕлÿ çуртне 500 ача валли тунă, хальхи вăхăтра унта 1000 ытла ача вĕренет. Çитменнине тата шкул çумĕнче пĕчĕккисен ушкăнĕ пур. Микрорайон аталаннă май ача йышĕ те ÿссе çырать. Район ертÿлĕхĕ шкул çумĕнче пуçламăш классемпе ача сачĕ валли хушма çурт тăвасшăн. Регион ертÿçи ку ыйтăва кĕске тапхăр хушшинче татса памаллине палăртрĕ.
www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментари хушас