Сывлăх

5 Ака, 2014

Пепке темрен те хăрасан

«Манăн ача 3 çулччен калаçман. Эпир те, тухтăрсем те вăл пĕрремĕш сăмах каласса кĕтеттĕмĕр. Чуна уçăмсăрлăх кăшлатчĕ. Çавăнпах тĕпренчĕке Шупашкара психиатр патне илсе килтĕм. Шăпах вăл пепке аутизмпа аптăранине палăртрĕ. Ун чухне психолог пулăшăвĕ хама та кирлĕччĕ. Малтанах пепкем амăшне юратнине те кăтартман. Пĕчĕкскер темрен те хăратчĕ. Тĕпсĕрлĕх авăрне лекнĕн туйăннăччĕ. Кайран сипленме пуçларăмăр. Халĕ вăл çывăх çыннисене хаклама пуçларĕ, сăлтавсăр тапăнма пăрахрĕ.

5 Ака, 2014

Хамăра сыхлама пĕлмелле

Йăлана кĕнĕ тăрăх Чăваш Енре ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Унăн теми: «Ĕç вырăнĕнче хими япалисемпе усă курнă чухнехи сыхлав». Вăл 2006 çултанпа иртет тата ăна ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче паллă тăвакан Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне халалланă.

Çак тĕллевпе пурнăçламалли мероприятисемпе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли йĕркеленĕ брифингра ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин пай ертÿçи Кирилл Милюхин паллаштарчĕ.

3 Ака, 2014

ХЫТĂ ЫРАТСА ПУÇЛАНАТЬ

Ангина пыр тăрук тата хытă ыратнипе /ку уйрăмах çăтнă чухне палăрать/ пуçланать. Температура 39-40 градуса çити ÿсет, вăй чакать, пуç ыратать, лимфа тĕввисем пысăкланаççĕ, хăш чухне хăстарать. Хăвăртрах сипленме пуçламалла, тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçланипе пĕрлех килти мелсем пирки те манмалла мар.

Чĕркени

- Чĕрĕ тăпăрча йĕтĕн пусма татăкне çÿхе сийпе сĕрмелле те унпа мăя чĕркемелле. Çиелтен çăм тутăрпа е шарфпа çыхмалла. Компресс сивĕ те, ăшă та пулма пултарать. Ăна çĕрĕпех тытмалла.

3 Ака, 2014

СĂЛТАВĔ ÇУК ПЕК ТУЙĂНСАН ТА

Апат начар çиекен ачасем ашшĕ-амăшне хытах шухăшлаттараççĕ. Анчах çакăншăн чылай чухне хăйсемех айăплă. Тухтăрсем çапла ăнлантараççĕ.

Чирсенчен чылайăшĕ, çав шутра япăхрах аталанни те, апат анассине чакараççĕ. Чи малтанах ку вар-хырăмпа пыршăлăх, сывлав çулĕсен чирĕсем пуррипе, хăлха шыçнипе çыхăнма пултарать. Шĕвĕрĕлчен пулсан та аппетит пĕтет. Çавăнпа ачăр сăлтавсăрах тенĕ пек апат начар çиме пуçларĕ тĕк тухтăрпа канашлани ытлашши пулмĕ.

Pages