СĂЛТАВĔ ÇУК ПЕК ТУЙĂНСАН ТА

3 Ака, 2014

Апат начар çиекен ачасем ашшĕ-амăшне хытах шухăшлаттараççĕ. Анчах çакăншăн чылай чухне хăйсемех айăплă. Тухтăрсем çапла ăнлантараççĕ.

Чирсенчен чылайăшĕ, çав шутра япăхрах аталанни те, апат анассине чакараççĕ. Чи малтанах ку вар-хырăмпа пыршăлăх, сывлав çулĕсен чирĕсем пуррипе, хăлха шыçнипе çыхăнма пултарать. Шĕвĕрĕлчен пулсан та аппетит пĕтет. Çавăнпа ачăр сăлтавсăрах тенĕ пек апат начар çиме пуçларĕ тĕк тухтăрпа канашлани ытлашши пулмĕ.

Амăшĕсем ачисене чир вăхăтĕнче ытларах çитерме тăрăшаççĕ. Кун пек хвăртрах сывалĕ теççĕ пулас. Анчах тĕпренчĕкĕсем апатран çине тăрсах пăрăнаççĕ. Тĕрĕс тăваççĕ. Организм чирпе кĕрешсе вăй нумай пĕтерет, çавăнпа апат ирĕлтерме халĕ юлмасть. Ан пăшăрханăр: ача сывалма пуçласанах апат йĕркеллĕ çиме тытăнĕ.

Нерв тытăмĕ хавшакрах ачасем те апата /пылаксăр пуçне/ кăмăлласах çимеççĕ. Нервсем çирĕп маррипе адреналин ытларах йĕркеленет, вăл вара сĕлеке тухассине чакарать. Çак ачасене хытă апат çиме кансĕр. Ытлашшипех хускануллисене, хумхануллисене тимлĕ çисе ларма йывăр. Вĕсене шĕвек час-часах ĕçтерĕр, çурма шĕвекрех апатсем çитерĕр. Чи кирли - невропатолгпа канашлани. Ачана лăпланма пулăшмалла.

Шăрăх çанталăк та, пăчă пÿлĕмре нумай вăхăт пулни те апат çиес туртăма чакараççĕ. Ăш хыпни хырăмлăх сĕткенне çителĕклĕ йĕркеленме памасть. Çавăнпа пÿлĕме час-часах уçăлтармалла, ачан питне сивĕрех шывпа çумалла, унтан шĕвек ĕçтермелле, 15 минута уçă сывлăша тухсан лайăх.

Ача вăйлă кăмăл-туйăмлă /лайăх е япăх/ пулсан та унăн апат çиес туртăм чакать. Кун пек чухне ирĕксĕр çитерме юрамасть. Ачапа тимлĕ пулăр, ăна ăнланма, пулăшма тăрăшăр. Аслăраххисен килтисене йăлтах каласа кăтратас килет. Çавăнпа ăна малтан итлесе пĕтерме чăтăмлăх çитерĕр.

Ашшĕ-амăшĕн йăнăшĕсене пула та çиес килми пулать. Кăнтăрлахи е каçхи апатчен 30-40 минут маларах апат ыйтма пуçласан "хĕрхенсе" çырткаламалли е йогурт, компот, пылак ытти шĕвек памалла мар - çак йĕркене хăнăхтарса аппетитне пăсатăр, апат ирĕлтерекен органне сиен кÿретĕр.

Вылянă, ĕçленĕ, спорт занятийĕнчен таврăннă хыççăн та апат тÿрех çитермелле маар. Ăна лăпланма вăхăт памалла. Каярахпа апат лайăх анĕ, сывлăхĕшĕн усăллă пулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.