Хамăра сыхлама пĕлмелле
Хÿтлĕх

Йăлана кĕнĕ тăрăх Чăваш Енре ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Унăн теми: «Ĕç вырăнĕнче хими япалисемпе усă курнă чухнехи сыхлав». Вăл 2006 çултанпа иртет тата ăна ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче паллă тăвакан Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне халалланă.

Çак тĕллевпе пурнăçламалли мероприятисемпе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли йĕркеленĕ брифингра ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин пай ертÿçи Кирилл Милюхин паллаштарчĕ.

Вăл çирĕплетнĕ тăрăх - 2013 çулта производствăра 17 çын сарăмсăр вилнĕ, 62-шĕ йывăр суранланнă /2012 çулта - 27 тата 53/. Уйрăммăн палăртмалла: пурнăçран уйрăлнисем пурте ÿсĕр пулнине çирĕплетнĕ.

«Производствăри инкек-синкек сăлтавĕсем тĕпрен илсен çÿллĕшĕнчен ÿкнипе çыхăннă. Унашкаллисен тÿпи 45,5 процентпа танлашать. Иккĕмĕш вырăнта - машинăсемпе оборудованисен куçакан пайĕсем витĕм кÿни», - терĕ Кирилл Владимирович.

Юлашки çулсенче строительствăра çынсем сусăрланнă, вилмелле аманнă тĕслĕхсем пулнă. Тирпейлекен производствăра та инкеке лекекен сахал мар.

Ĕç сыхлавĕн специалисчĕ асăннă сисчевлĕ сăлтав шутĕнче - сиенлĕ тата хăрушă условисенче вăй хуракансен хисепĕ ÿсни. Республикăра ĕçлекенсен пĕтĕм йышĕнче вĕсем 39,9 процент /39 пин ытла çын/ шутланаççĕ. Çавсенчен 12,6 пинĕшĕ - хĕрарăмсем. Тата 30,7 пинĕшĕ гигиена нормативĕсене тивĕçтермен вырăнта вăй хурать.

Иртнĕ çул 34 çыннăнне професси чир-чĕрĕн малтанхи палăрăмне /2012 çулта - 46/ тупнă.

Уйăхлăх тĕллевĕ - ĕçпе тивĕçтерекенсене тата производствăна хутшăнакансене ĕç сыхлавĕ, инкек-синкек тата професси амакне профилактикăлас ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалли çинчен аса илтересси, хамăр хутлăхри ятлă-сумлă предприятисен опычĕпе паллаштарасси.

Кирилл Милюхин палăртнă тăрăх - уйăхлăх вăхăтĕнче рабочисене хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли çинчен вĕрентесси тĕп вырăн йышăнĕ. Шупашкара илес тĕк хулара çакăн пирки аса илтерекен баннерсем вырнаçтарнă. Унсăр пуçне предприятисенче ĕç сыхлавĕн кунĕсене, вĕренĕвĕн семинар-канашлăвне, ыйтăмсем ирттерме йышăннă. Сыхлăх теми пуçлăхсене кăна мар, рабочисене те канăçсăрлантармалла.

Сăмах май, çак тапхăрта республикăра 158 мероприяти иртĕ: ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче ĕç сыхлавĕн ведомствăсен комиссийĕн анлă канашлăвĕ Вăрнар районĕнче пулмалла, Шупашкарта хăрушсăрлăх кунне йĕркелĕç, республикăри «Ĕçлекенсен сывлăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ-2014» ăслăлăх-практика конференцийĕнче «Харпăр хăй хÿтĕлевĕн хальхи хатĕрĕ, ятарлă тум тата атă-пушмак. Ĕç сыхлавĕн нормативлă меслетлĕх литератури» куравра паянхи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарĕç.

Район-хулара професси ăсталăхĕн «Ĕç сыхлавĕн 2014 çулхи чи лайăх специалисчĕ» конкурсра пултаруллисене палăртрĕç. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче те асăннă уйăхлăх пуçаруллă иртесси иккĕлентермест.

Ĕç сыхлавĕпе условийĕсене лайăхлатассине, çынсен сывлăхне упрассине республика ертÿлĕхĕ тивĕçлипе хаклать, çак тĕллевпе ятарлă мерăсем йышăннă, вĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Тĕслĕхрен, 2011-2013 çулсем валли палăртнă программăпа килĕшÿллĕн виçĕ çулта 732,8 млн тенкĕ е планпа пăхнин 140,3 проценчĕ чухлĕ уйăрнă /çав шутра республика бюджетĕнчен - 16,2 млн, вырăнти бюджетсенчен - 18,3/.

Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенчи «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программин «Чăваш Республикинче вăй хуракансен ĕç условийĕсемпе сыхлавне тата сывлăхне лайăхлатасси» çум программине çирĕплетнĕ, ăна финансламашкăн 1 млрд тенкĕ уйăраççĕ.

Ĕçлĕ тĕл пулăва вĕçленĕ май Кирилл Милюхин журналистсен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕ.

 

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.