Усăлли хаклине пĕлтермест

4 Ака, 2014

Пуян çынсем кăна усăллă апат-çимĕç çиме пултараççĕ. Пирĕн пеккисен вара мĕн тумалла?

Светлана Орлова.

Организм ырă-сывă пултăр тесен пире ятарлă тутлăхлă япаласем кирлĕ. Кирек епле хаклă çимĕçе те йÿнĕреххипе улăштарма пулать. Организма мĕн кирлипе тивĕçтермелли ахаль апат-çимĕçре те пĕтĕмпех пур.

Пăтă

Кĕрпепе тĕш тырăран пĕçернĕ апат-çимĕçе (çăкăр, макарон) кунсерен çимелле. Кăткăс углеводпа В ушкăнри витаминсене чылай чухне урăх çимĕçре тупма та çук. Кашни пăтă хăйне май усăллă: сĕлĕ пăтти çыннăн кăмăл-туйăмне лайăхлатать, ÿт-тире лайăх витĕм кÿрет* рис пăтти нерв тытăмĕшĕн аван, пыршăлăх ĕçĕ пăсăлсан пулăшать* вир пăтти чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатать* хура тул пăтти тимĕрпе пуян, веществосен çаврăнăшне çăмăллатать.

Сĕт апат-çимĕçĕ

Сĕтри белокпа кальцие организм питĕ лайăх ирĕлтерет. Йÿçĕтнĕ сĕт-турăх пыршăлăх микрофлорине йĕркелеме пулăшать. Кунне 250 мл сĕт е 45 г сыр çи- мелле.

Ӳсен-тăран çăвĕ

Тип çура апата ирĕлтерме пулăшакан лайăх çусем, рак клеткисене аталанма чаракан тата илемлĕх витаминĕ шутланакан Е витамин пур. Тип çу олива çăвĕ пекех усăллă.

Эрнере 0,2 л ÿсен-тăран çăвĕ кирлĕ.

Пулăпа тинĕс çимĕçĕсем

Вĕсем белокпа, Омега - 3 çу кислотипе, фосфорпа тата тирозинпа (пуç мимин тĕп нейромедиаторĕпе) тивĕçтереççĕ. Çуллă пулă чĕрепе юн тымарĕсемшĕн усăллă.

Эрнере 600-800 г пулă çимелле.

Пахча çимĕçпе улма-çырла

Витаминсемпе клетчатка нумай вĕсенче, тăтăшах çини юн пусăмне тата юнри холестерин шайне чакарать. Чи усăллă пахча çимĕçĕпе улма-çырлана кашниех туянма, хатĕрлеме пултарать. Йÿçĕтнĕ купăстара витамин лимонпа апельсинринчен те ытларах, пан улмипе хĕрлĕ кăшман ракран хÿтĕлет, кишĕр вăхăтсăр ватăласран упрать.

Кунне 400 г пахча çимĕçпе улма- çырла çимелле.

Çăмарта

Çăмăл ирĕлекен апат вăл, сарринче 11 тĕслĕ витамин пур, çавăн пекех белокпа, кальципе тата ытти микроэлементпа тивĕçтерет.

Çитĕннĕ çынăн кунсерен 1 çăмарта çимелле.

Аш-какай çимелле-и? Диетологсемшĕн те тавлашуллă ыйту ку. Пĕр шухăш кăна пĕрлештерет вĕсене: ача-пăча рационĕнче какай пулмаллах. Аш çимесĕр ÿсекен ачасем хăйсемпе пĕр ÿсĕмрисенчен ăс-тăн тата вăй-хал тĕлĕшĕнчен юлса пыраççĕ. 35-рен иртсен вара эрнере 2-3 хут çисен те çитет, анчах ăна та пахча çимĕçĕпе пĕрле тутанмалла. Ытти кунсенче аш вырăнне чăх какайĕпе пулă çимелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.