ХЫТĂ ЫРАТСА ПУÇЛАНАТЬ

Ангина пыр тăрук тата хытă ыратнипе /ку уйрăмах çăтнă чухне палăрать/ пуçланать. Температура 39-40 градуса çити ÿсет, вăй чакать, пуç ыратать, лимфа тĕввисем пысăкланаççĕ, хăш чухне хăстарать. Хăвăртрах сипленме пуçламалла, тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçланипе пĕрлех килти мелсем пирки те манмалла мар.

Чĕркени

- Чĕрĕ тăпăрча йĕтĕн пусма татăкне çÿхе сийпе сĕрмелле те унпа мăя чĕркемелле. Çиелтен çăм тутăрпа е шарфпа çыхмалла. Компресс сивĕ те, ăшă та пулма пултарать. Ăна çĕрĕпех тытмалла.

- Çĕр улмине пĕçермелле, тÿмелле, ăшăлла йĕтĕн пусмана сĕрсе мăя чĕркемелле. Çиелтен çăм тутăрпа çыхмалла. Çĕрĕпех тытма юрать, анчах çĕр улми пĕçертсе ямалла вĕри ан пултăр.

Чÿхени

- Вĕренĕ ăшă 1 стакан шыва 1 тÿме фурацилин е чей кашăкĕн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ бор йÿçекĕ, е чей кашăкĕн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ 3 процентлă водород перекиçĕ ямалла. Унпа пыра чÿхемелле, çăтма юрамасть.

- Ăшă 1 стакан шыва 1 чей кашăкĕ апат соди тата 3-4 тумлам 5 процентлă йод ямалла. Çăтма юрамасть.

- Ăшă 1 стакан шыва 50 миллилитр шурă эрех тата 1 чей кашăкĕ апат соди хушмалла.

- Ăшă 1 стакан шыва 1 чей кашăкĕ 30 процентлă лимон йÿçекĕ е 1 чей кашăкĕ пан улми уксусĕ, е 1 чей кашăкĕ тинĕс тăварĕ ярса пăтратмалла.

- Ăшă 1 стакан шывра 5 тумлам аптека хурăн тикĕтне ирĕлтермелле.

Пыра ăшă шĕвекпе кашни 3 сехетре чÿхемелле. Ун умĕн çăвара çур чей кашăкĕ апат соди хушнă çур стакан ăшă шывпа тасатмалла. Чÿхенĕ хыççăн чĕлхене çăвар маччи патнелле çĕкле-çĕкле унăн тымарĕпе миндалинăсене массаж тумалла. Ку пÿртен тасатма пулăшать.

- Пыра ыхран сĕт шĕвекĕпе чÿхени витĕмлĕ. Вĕри 1 стакан сĕте вĕтетнĕ 5 шăл ыхра ямалла, савăта хупса 30 минут лартмалла. Усă курас умĕн ăшăтмалла.

Прополиспа пыл

Пыл çимĕçĕсене аллергии çук пулсан пыра чÿхеме прополис настойкипе усă курма юрать. Ăшă çур стакан шыва 10 миллилитр настойка ярса пăтратмалла. Ăна çав вăхăтрах пыллă чее 5-6 тумлам хушса ĕçме юрать.

Ангинăран сипленме тата хÿтĕленме пăрçа пысăкăш пĕр касăк прополиса çăварта тытмалла, ăна лăймака сие пĕçертсе ярасран çăварта чĕлхепе йăвантармалла. Аслисем кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ пыл ĕмме е пыл карасĕ чăмлама пултараççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.