Пепке темрен те хăрасан

«Манăн ача 3 çулччен калаçман. Эпир те, тухтăрсем те вăл пĕрремĕш сăмах каласса кĕтеттĕмĕр. Чуна уçăмсăрлăх кăшлатчĕ. Çавăнпах тĕпренчĕке Шупашкара психиатр патне илсе килтĕм. Шăпах вăл пепке аутизмпа аптăранине палăртрĕ. Ун чухне психолог пулăшăвĕ хама та кирлĕччĕ. Малтанах пепкем амăшне юратнине те кăтартман. Пĕчĕкскер темрен те хăратчĕ. Тĕпсĕрлĕх авăрне лекнĕн туйăннăччĕ. Кайран сипленме пуçларăмăр. Халĕ вăл çывăх çыннисене хаклама пуçларĕ, сăлтавсăр тапăнма пăрахрĕ. Апла пулин те ыттисен хушшинче ăна хăтлă мар: садикри ачасемпе вылямасть, воспитательсемпе калаçмасть», - чун ыратăвне ыттисемпе пайларĕ Патăрьел хĕрарăмĕ.

Хăйне евĕрлĕ çак ачасем çинчен республикăра хальччен калаçсах кайман. Çавна пула аутизм пирки нумайăшĕ пĕлмест те. Сăмах май, çак чир нерв тытăмĕн аталанăвĕ пăсăлнипе çыхăннă. Унăн паллисене пепке 3 çула çитичченех асăрхама пулать. Тĕслĕхрен, 6 уйăхрисем кулмаççĕ, савăннине палăртмаççĕ, 9 уйăхрисем хирĕç сасă памаççĕ. Унсăр пуçне кашни сас-чÿ, пулăм сисчĕвлентерет, нимех те кăсăклантармасть вĕсене. Çакнашкал тĕпренчĕксене пулăшас тĕллевпе сывлăх сыхлавçисемпе вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшакансем, амăшĕсем хевтесĕр ачасемпе çамрăксен социаллă центрне пуçтарăнчĕç. Çак мероприятие республикăри Хĕрарăмсен канашĕ йĕркелесе ирттерчĕ.

Раççейре ку чир пирки XIX ĕмĕр вĕçĕнче калаçма пуçланă. Паян республикăра аутизмпа нушаланакан 79 ачана шута илнĕ. Çак йышра арçын ачасем ытларах. Юлашки çулсенче аутизм паллисемпе çуралакан пепке нумайланса пыни куç кĕрет.

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин штатра тăман тĕп психотерапевчĕ Елена Калинина ачана шкулта ыттисемпе пĕрле вĕрентме тăрăшмаллине палăртрĕ. Килте ăс пухаканăн та чĕрĕкре, çур çулта е çулталăкра пĕрре комисси тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.

Психологипе педагогика реабилитаци тата коррекци центрĕн пай пуçлăхĕ Марина Володина ача амăшĕсен нерв тытăмĕн чирĕсене сиплекен специалистсемпе тĕл пулма хăрамалла маррине каларĕ. Аутизмран хăтăлма çук, паллах, анчах вăхăтра сиплев пуçласан тĕпренчĕке пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма çăмăлрах.

ЧР вĕрентÿ министерствин пай пуçлăхĕ Вячеслав Бычков çак амакпа аптăракан ачасене шкулта аталантарма республика хыснинчен 5 хут ытларах укçа уйăрнине палăртрĕ. Килте вĕрентме, садикре уйрăм ушкăн йĕркелеме те пысăкрах укçа пăхса хăварнă.

Республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ыр кăмăллăх фончĕн председателĕ Лариса Игнатьева çав тĕпренчĕксене май пур таран пулăшма шантарчĕ.

Аутизмпа чирлĕ ачаллă амăшĕсем Интернет урлă форум йĕркелеме сĕнчĕç. Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева çак ĕçе психиатрсене, педагогсене явăçтарассине каларĕ. Вĕсем кирек хăш ыйтăва çийĕнчех хуравлĕç. Малтан çак форума республикăри Хĕрарăмсен канашĕн сайтĕнче уçасшăн. Кайран ăна министерство сайчĕсене, социаллă сете кĕртесшĕн. Çак ыйтăва малашне те куçран вĕçертмĕç.

 

Марина ГРИГОРЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.