Фристайлăн «слоуп-стайл» дисциплининче каллех чăваш спортсменне çитекен пулман.
Пуш уйăхĕн 14-20-мĕшĕсенче Челябинск облаçĕнчи Миасс хулинче фристайл чемпионачĕ иртнĕ. Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче хатĕрленекен Дмитрий Мулендеев пысăк кăтартупа палăрса 1-мĕш вырăна тухнă. Палăртмалла: ку дисциплинăра вăл наци чемпионачĕн 2-мĕш ылтăн медальне çĕнсе илнĕ ĕнтĕ. «Биг-эйр» дисциплинăра вара Дмитрий кĕмĕл медальлĕ пулнă.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче сунарҫӑсен биатлонӗ иртнӗ. Унта "спортсменсемпе" хӑнасем хамӑр республикӑри районсенчен, ҫавӑн пекех Тутар, Мари тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ.
Тупӑшӑва 18 ҫултан аслӑрах сунарҫӑсем хутшӑннӑ. Вӗсен ҫумра паспорт, сунар билечӗ, ШӖМ хӗҫ-пӑшал тытма тата упрама ирӗк пани, сунар пӑшалӗ, йӗлтӗр (сарлакӑшӗ 12 см кая мар), сунарҫӑсен ятарлӑ тумӗ тата сунар йытти пулмалла.
Спортсменсемпе тренерсемшĕн кăмăллă хыпар пур. Вăл регион ертӳçин Çырăвне пурнăçлассипе çыхăннă. Паян Правительствăн пĕрремĕш вице-премьерĕ-финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Спорт министрĕ Василий Петров пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче пысăк кăтартусемпе палăрнă спортсменсене, вĕсен тренерĕсене тӳлекен премисене ӳстересси çинчен калакан йышăну хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ.