Роботсем ăмăртăва тухнă

28 Пуш, 2022

Нумаях пулмасть робототехника енĕпе республика ăмăртăвĕсем тата Атăлçи федераци округĕн Ăс-хакăл олимпиадин регионти тапхăрĕ иртнĕ.

Пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрне республикăри шкулсенчен 17 команда пуçтарăннă. Вĕсене виçĕ ушкăна уйăрнă: 1-4-мĕш классем, 5-8-мĕш классем тата 9-11-мĕш классем. Ачасем автономи робочĕ хатĕрлесе ăна финиша çити хускатнă. 1-4-мĕш классенчен Михаил Тихоновпа Артем Жидкова /Çĕмĕрле хулинчи Ача-пăча пултарулăх центрĕ/ çитекен пулман. 5-8-мĕш классен ушкăнĕнче Артур Изотовпа Никита Семенов /Совет Союзĕн Геройĕн А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕ/ çĕнтернĕ. 9-11-мĕш классенчен чи маттуррисем: Дмитрий Петровпа Софья Иванова /Çĕнĕ Шупашкарти 13-мĕш шкул/.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас