Федерацин Атăлçи округĕн шайĕнчи шывра ишекенсен ăмăртăвĕ пушăн 12-15-мĕшĕсенче Пензăра иртнĕ. Тупăшăва 14 регионти 700 яш-хĕр хутшăннă. Пирĕн республика чысне 40 ытла спортсмен хÿтĕленĕ.
Олимп резервĕсен 10-мĕш спорт шкулĕнче 15-16 çулти арçын ачасен хушшинче самбо ăмăртăвĕ иртнĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ, Етĕрне хулисенчен, Вăрмар поселокĕнчен, Тăвай салинчен 130 çамрăк самбист хутшăннă.
Çĕрпÿри «Асамат» ФСКра ача çурчĕсен тата интернат шкулсен хушшинче Пĕтĕм Раççейри мини футбол чемпионачĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Унта Вăрнар районĕнчи Калининăри сывлăх енчен хавшак ачасен интернат шкулĕн команди çĕнтернĕ.
Паян ирхине Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче Раççей чысне хĕллехи Олимп вăййисенче хÿтĕленĕ Татьяна Акимовăна кĕтсе илтĕмĕр. Планетăри чи сумлă ăмăртура пирĕн ентеш нимĕн те çĕнсе илеймерĕ пулин те вăл чăваш халăхĕпе республикăн ятне çĕре ÿкерес мар тесе чунтан ăтрăшрĕ.
Çĕнĕ комментарисем