Спорт

13 Jul, 2018 | Спорт | тренировка

Çак эрнере Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш шкулĕнче Чулхула облаçĕн çамрăксен пĕрлештернĕ команди шывра ишес енĕпе тренировка ирттерет.

Чулхула спортсменĕсем Чăваш Ене утăн 11-мĕшĕнче çитнĕ. Спорт сборĕ икĕ эрнене тăсăлĕ. 15 ишевçĕрен тăракан команда утăн 23-28-мĕшĕсенче Пенза хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри çуллахи спартакиадăн финалне хутшăнмашкăн хатĕрленет.

9 Jul, 2018 | Спорт | Чемпионат

Шăматкун Раççейĕн футбол енĕпе пĕрлештернĕ команди хорватсемпе вылярĕ. Вăйăн тĕп вăхăчĕ 1:1 шутпа вĕçленчĕ. Хушнă вăхăтра та çĕнтерÿçĕ палăрмарĕ — 2:2! Пенальтисен вăхăтĕнче хорватсене ăнăçрĕ — 4:3.

5 Jul, 2018 | Тантăш | Спорт | Ташă

Шупашкарти 61-мĕш шкулта вĕренекен Даниил Федотов çитĕнсен кам пулассине халех палăртнă. 4-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕскер тĕрлĕ мероприятие хутшăнса сцена çине тухмассерен 1-мĕш вырăн йышăннă.

Шкул ачисен спортпа техника тата спортăн ĕçлев тĕсĕсемпе иртекен 14-мĕш спартакиадин ăмăртăвĕсем вĕçленчĕç. Ачасем А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ Кубокшăн тупăшрĕç. Ракета тата авиаци моделĕсен ăмăртăвĕсем Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕнче иртрĕç.
2017-2018 вĕренÿ çулĕнче спартакиадăн республика тапхăрне 95 команда хутшăннă /25 районпа хуларан 500 ытла ачаº. Район тапхăрĕсенче вара 2 пин те 900-е яхăн шкул ачи тупăшнă.

Pages

Subscribe to Спорт