Спорт

30 Jun, 2018 | Спорт | Олимп кунĕ

Паян Раççейре Олимп кунне паллă тăваççĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче физкультурăпа спорт мероприятийĕсем йĕркеленеççĕ. Уява кăçал Аргентинăри Буэнос-Айросра иртекен çамрăксен Олимп вăййисене халалланă.

Паян Вăрнарта республикăри ял спорт вăййисем старт илчĕç. "Химик" стадиона 21 районтан 700 ытла спортсмен пуçтарăннă. Вĕсем яланхи пекех кире пуканĕ йăтас, вĕрен туртас, лапталла, теннисла выляс енĕпе тупăшаççĕ. Çавăн пекех армрестлинг, волейбол, масс-рестлинг, баскетбол, çăмăл атлетика лапамĕсенче вăй виçеççĕ. Сĕт сăвакансемпе механизаторсем, çемье командисем уйрăм турнирсенче ăмăртаççĕ.

Уçланкă, уçă сывлăш… Палаткăсем тата хастар спортсменсем… Çак сăмахсем тÿрех çар вăййисене аса илтереççĕ.
Çĕртме уйăхĕн 19-22-мĕшĕсенче Çĕрпÿ районĕнчи «Çăлтăрлă» ача-пăча лагерĕнче республикăра 50-мĕш хутчен çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриот вăййисен финалĕ иртрĕ. Çак ăмăртусенче район тата хула шайĕнче çĕнтернĕ 82 ушкăн тупăшрĕ. Вĕсен шутĕнче çарпа патриот клубĕсем, професси паракан вĕрен& учрежденийĕсемпе вăтам шкул командисем пулчĕç.

«Чемпионсен хĕрÿ юратăвĕ пирĕн чĕрере», — çырни куç умне пулчĕ «Лакрей вăрманĕ» паркра. Тăван çĕршыв спортсменĕсемшĕн «чирлени» Тĕнчери футбол чемпионатне халалланă баннертанах паллă. Ара çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче шăпах çак ăмăрту уçăлнă-çке! Чемпионат утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. «Лакрей вăрманĕнче» вара футболла çĕршывăн пуласлăхĕ вылярĕ. Камсем тетĕр-и? Вĕсем — шкул çулне çитменнисем, ача садне çÿрекенсем.

Pages

Subscribe to Спорт