Чăваш Енри ачасем тата Чăваш энергосбыт компанийĕ /Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ/ пуçарнипе иртнĕ шăматкун Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери ача кунне халалланă спорт ыр кăмăллăх уявĕ пулчĕ. Праçнике республикăри шкулсен хоккей командисем, ЧЭСК ĕçченĕсен ачисем тата çамрăк фигуристкăсем хутшăнчĕç.
Паян Шупашкарти коопераци институтĕнче вăй-хал виçессипе ял çамрăкĕсен Пĕтĕм Раççейри турнирĕн регионти тапхăрĕ иртрĕ.
Мероприятие "Ял территорине комплекслă аталантарасси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Унта Чăваш Енри йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ Геннадий Иванов, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Сергей Фролов, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, яваплă ытти çынсем хутшăнчĕç, спортсменсене ăнăçусем сунчĕç.
Чăваш Енре пурăнакансем Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн тĕрĕслевне хутшăнаççĕ.
Муниципалитетсен хушшинче чи хастаррисем — Шупашкар, Елчĕк районĕсем тата Канаш хули. Çак çулталăкăн 2-мĕш кварталĕнче çеç республикăра пурăнакан 543 çын ГТО нормативне «аван» паллăлăх пурнăçланă. Вĕсен шучĕ тата 298 çын чухлĕ ӳснĕ. 141 çын — «кĕмĕл», 104 — «бронза» тивĕçнĕ.